Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Конкурсра — вĕрентекенсем

Конкурсра — вĕрентекенсем

Пултаруллă та паллă çынсене тупса палăртас тĕллевпе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хушшинче буклетсен тата лепбуксен конкурсĕ иртнĕ.

17 вĕрентекен 4 номинацире тупăшнă. «Чăваш Енĕн паллă çыннисем» номинацире пĕрремĕш-виççĕмĕш вырăнсене Н.Кузнецова (Курнавăш), И.Леонтьева (Лаш Таяпа), И.Облесова (Кивĕ Эйпеç), И.Ванюшина (Патреккел) пайланă.

«Елчĕк районĕнчи паллă çынсем» номинацире пĕрремĕш вырăна Н.Левая (Çирĕклĕ Шăхаль) тухнă. Иккĕмĕшсем — В.Вороновăпа (Курнавăш) Л.Адюкова (Аслă Елчĕк). Виççĕмĕш вырăнта — С.Павлова (Çĕнĕ Пăва) тата О.Мясникова (Курнавăш).

«Ялтан тухнă паллă çынсем» номинацире А.Портнова (Кушкă) мала тухнă. Г.Каринкинăпа (Елчĕк) Г.Веникова (Кушкă) иккĕмĕш, М.Кузнецова (Аслă Таяпа) виççĕмĕш призерсем.

«Манăн çемье историйĕ тăван тăрăхра» номинацире чи пултарулли Н.Кушманова (Елчĕк) пулнă. Г.Малова (Аслă Таяпа), Н.Хушкина (Аслă Елчĕк) иккĕмĕш, О.Осипова (Çирĕклĕ Шăхаль) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

А.ПОРТНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code