Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости района > Елчĕк районĕн ҫамрăк юнкорсем Олег Николаевпа тĕлпулчĕҫ

Елчĕк районĕн ҫамрăк юнкорсем Олег Николаевпа тĕлпулчĕҫ

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Хыпар» Издательство çуртĕнче ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Тантăш» хаçат корреспонденчĕсемпе йĕркеленĕ пресс-конферецийĕ иртрĕ.  Ҫак кӑмӑллӑ тӗлпулӑва республикӑн тӗрлӗ  кӗтесӗнчи чи хастар та маттур 17 юнкор пуҫтарӑнчӗ. Вĕсен йышĕнче Елчĕк районĕнчи Г.Н.Волков ячĕллĕ Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан  вăтам шкулти 6 –мĕш класра вĕренекен Милана Бобинăпа Тимур Амасев тата Елчĕкри вăтам шкулта 8-мĕш кадет класĕнче ăс пухакан  Мария Адюковăпа Даниил Патшин та пулчĕҫ.

Тĕрлĕ ял-хулара вĕренекен шкул ачисене кăсăклантаракан  ыйту чылай пулчĕ. Пӗтӗмпе тĕлпулура 20 яхӑн ыйту сÿтсе яврӗҫ. Олег Николаев вӗсем ҫине хуравланă май  хăй те ачалăха таврăнма пултарчĕ. Кашни ыйтӑвах тулли кăмăлпа хуравларĕ. Калаçу пынă вăхăтра вăл Иван Яковлевăн «Кулач» калавне те аса илчĕ.

Ачасем именсе те тăмарĕҫ, элтепере пӗрин хыҫҫӑн тепри тĕрлĕ ыйту пама пултарчĕҫ: «Пĕчĕк чухне айӑпа кӗрсен сире кӗтесе тӑратнӑ-и? Ирĕксĕрлесе пӑтӑ ҫитернӗ-и? Ачăрсен килти ĕҫĕсене тĕрĕслетĕр-и?». Ҫакӑн пек  чылай  тӗлӗнмелле кӑткӑс ыйтусем пулчĕҫ паянхи тĕлпулура.

Халиччен ҫамрăк юнкорсем ЧР Пуҫлăхне Олег Алексеевич Николаева сенкер экран урлă е хаҫат-журналти сăнÿкерчĕксенче анчах курма пултарнă пулсан, паянхи куҫа-куҫăн курса калаҫнӑ тӗлпулу вара вĕсемшĕн нумайлăха асра юлĕ.

Первоисточник: МБОУ «Большеяльчикская СОШ им. Г.Н. Волкова»

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code