Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Акана тухрĕç: пĕрчĕрен пин пултăр!

Акана тухрĕç: пĕрчĕрен пин пултăр!

«Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи çĕр ĕçченĕсем районта чи малтан — апрелĕн 23-мĕшĕнче çурхи культурăсене акма тытăннă.

— Çанталăк условийĕсене кура кăçал акана каярах юлса тухрăмăр, иртнĕ çул хире апрелĕн 18-мĕшĕнче тухнăччĕ. Çакă пĕр енчен илсен, лайăх та. Мĕншĕн тесен çуркунне пуçланнăранпа темиçе хутчен те çуллахи пек ăшă çумăр çуни çĕре пĕр пек пиçсе хăпарма пулăшнине шута илсен, ака ĕçĕсене пысăк пахалăхпа пурнăçласран иккĕленместпĕр, — терĕ Гурий Федоров председатель. Председатель çумĕ Олег Карсаков та çапла шутлать.

Тĕрĕссипе, малтан пĕтĕм лаптăкри нумай çул ỹсекен курăксене (564 гектар) минераллă удобренисемпе апатлантарнă. Ку чухне кăçал ятарласа туяннă «Туман-1» йышши агрегатпа усă курни ĕçе нихçанхинчен те тухăçлăрах йĕркелеме май панă. Палăртнă чухлĕ лаптăка 3 кунра минераллă удобренисемпе апатлантарма ĕлкĕрнĕ. Тĕрĕссипе, тĕш тырă культурисене те — пĕтĕм лаптăка минераллă удобренисемпе усă курса акаççĕ. Вăл 1 гектар пуçне шутласан, 140 килограмм тивĕçмелле.

Çирĕплетнĕ ĕç планĕпе килĕшỹллĕн, çуртрисене 1576 гектар акса хăвармалла. Ĕç калăпăшĕ пĕчĕк мар, çакна шута илсе хире пĕр харăс 4 агрегат тухать. Вĕсене Алексей Перцевпа Владимир Иванова, Загрудтинов Искандэрпа Владимир Васильева шанса панă. Чăрмавсем пулмасан, акана 7 ĕç кунĕнче вĕçлемелле.

Тĕш тырă культурисемпе нумай çул ỹсекен курăксен вăрлăхĕсене туса илессипе ятарласа ĕçлекен «Комбайн» хуçалăхра, паллах, кашни çул çĕре чи лайăх вăрлăхсем варăнтараççĕ. Хальхинче те элита, супер элита, ПР-2 йышши вăрлăхсемпе туллин саппасланнă. ПР-2 репродукцири «Натан», «Ульяновская-100» тулă — çĕнĕ сортсем. Вĕсене кунта кăçал пуçласа, 40-шер гектар лаптăкра акса хăварма шутланă.

Кашни ĕçе вĕçе-вĕçĕн йĕркелесе пыракан хуçалăхра çумăр çуса чăрмантарнине пăхмасăр ĕнерхи кун тĕлне тĕш тырă культурисене 420 гектар çинче акса хăварма та ĕлкĕрнĕ. Валерий Трофимовпа Сергей Абрамов акнă лаптăксене çийĕнчех катокласа пусăрăнтараççĕ — ĕç çийĕнчех пĕтсе пырать.

Леонид Головинпа Владимир Абрамов, Вячеслав Абрамовпа Анатолий Мижеров, Анатолий Емильев механизаторсем анасенче нỹрĕк тытаççĕ, Владислав Изратова культиваци тума шанса панă.

Вăрлăх им-çамлакан ПСК-15 çĕнĕ агрегата Владимир Осиповпа Алексей Алексеев ĕçлеттереççĕ. Водительсем — Александр Никифоровпа Николай Михайлович Головин тата Станислав Чермаков хатĕр вăрлăха ака агрегачĕсем патне çитереççĕ. Юрий Сусметовпа Вячеслав Капламов тата Анатолий Хардов удобрени турттараççĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: Председатель çумĕпе Олег Карсаковпа юнашар ака агрегачĕсене ĕçлеттерекен Алексей Перцевпа Владимир Иванов тата Сергей Щитухин сеяльщик

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code