Среда, 10 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Унăн ячĕ вилĕмсĕр

Унăн ячĕ вилĕмсĕр

Социализмла Ĕç Геройĕ Василий Григорьевич Свеклов 1927 çулхи майăн 5-мĕшĕнче Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралнă.

Салтак тивĕçне пурнăçланă хыççăн Аслă Пăла Тимеш ял канашĕнче секретарь, пĕр вăхăт председатель (1946-1952 ç.ç.) пулнă. Пултаруллă çынна Чăваш Енри колхозсем валли кадрсем хатĕрлекен шкула (1955 ç.) вĕренме янă. Унтан таврăнсан Василий Свеклова районти «Победа» колхоз председателĕн заместителĕ пулма çирĕплетнĕ, нумай çул колхоз ертỹçи пулса ĕçленĕ. Выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерес, производство тухăçлăхне ỹстерес тата ял хуçалăх продукцийĕ хатĕрлес тĕлĕшпе пысăк çитĕнỹсем тунăшăн 1966 çулта колхоз председательне Социализмла Ĕçĕн Геройĕн ятне панă. Василий Свеклов — ЧАССР тава тивĕçлĕ агрономĕ. Унăн ятне ЧАССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн хисеплĕ кĕнекине кĕртнĕ. Ăна Ленин (икĕ хутчен), Октябрь Революцийĕн орденĕсемпе наградăланă.

Василий Свеклов 1990 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлса кайнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code