Понедельник, 8 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕр çынни пысăк ĕç пуçланă — алли çăмăл пултăр!

Çĕр çынни пысăк ĕç пуçланă — алли çăмăл пултăр!

Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче ака ĕçĕсем кунран-кун вăй илсех пыраççĕ.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, майăн 5-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 4883 гектар (24 процент) акнă. Уйрăммăн калас пулсан, çак вăхăт тĕлне çуртрисене «Сатурн» ЯХПКра — 59, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра — 54, «Яманчурино» ОООра — 50, «Комбайн» ЯХПКра 45 процент акса хăварма ĕлкĕрнĕ.

12143 гектар (44 процент) кĕрхи çĕртме лаптăкĕнче нỹрĕк тытнă, 6146 гектар анана (23 процент) кăпкалатнă.

Кĕр тыррисене 2033 гектар (59 процент), нумай çул ỹсекен курăксене 3380 гектар (43 процент) минераллă удобренисемпе апатлантарнă.

Районĕпе пĕр çул ỹсекен курăксене 471 гектар (13 процент), нумай çул ỹсекен курăксене 235 гектар акнă.

2043 тонна тĕш тырă вăрлăхне им-çамланă, 650 тонна çĕр улми вăрлăхне яровизацилеме хывнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый иртнĕ канмалли кунсенче Ленин ячĕллĕ тата «Рассвет» ЯХПКсенче пулса курнă, вĕсенче çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене мĕнле йĕркеленипе паллашнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code