Воскресенье, 26 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Тухтăр пулма ачаран ĕмĕтленнĕ

Тухтăр пулма ачаран ĕмĕтленнĕ

Шупашкарти медицина катастрофисен тата васкавлă пулăшун республикăри центрĕ 2018 çултанпа хăйсен ĕçченĕсем хушшинче «Пурнăç йĕрки: васкавлă пулăшăвăн профессионалĕсем» конкурс ирттерет. Унăн кăçалхи çĕнтерỹçи — Светлана Падуева.

Васкавлă медицина пулăшăвĕн врачĕ Светлана Падуева Шăмăршă ялĕнче çуралса ỹснĕ. 1991 çулта вăтам шкул пĕтерсен И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне медицина факультетне вĕренме кĕнĕ. 1997 çулта алла диплом илнĕ тухтăр хăйĕн пурнăçне «03» службăпа çыхăнтарнă.

Пĕчĕк Света пуçламăш классенче вĕреннĕ чухнех тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ.

— Пĕрле вĕренекен тантăшăн амăшĕ стоматологра ĕçлетчĕ. Уроксем хыççăн шăлсене сиплеме ун патне пĕчченех çỹреттĕм. Мана «йышăнăва çỹреме» питĕ килĕшетчĕ. Шурă халатлă çынсем яланах тимлĕ те ырă кăмăллăччĕ. Çавăн чухне врач пулас ĕмĕт çуралчĕ те. 9 класс вĕренсе пĕтерсен çуллахи каникулсенче хирурги уйрăмне санитаркăна вырнаçрăм. Çу уйăхĕсем мĕнле хăвăрт иртсе кайнине те сисместĕм. Кунта ĕçлени мана тĕрĕс утăм тума пулăшрĕ. Врач пулса тăрсан профессие тĕрĕс суйласа илнине тепĕр хут çирĕплетрĕм, нихăçан та ỹкĕнмен уншăн, — тет Светлана Анатольевна.

Васкавлă медицина пулăшăвĕн врачĕ Светлана Падуева 24 çул ытла хăйĕн пурнăçне çынсен пурнăçне çăлас ĕçе панă. 2017 çулччен вăл Елчĕкри тĕп больницăн васкавлă пулăшу уйрăмĕнче ĕçленĕ. Унтан вара Патăрьелĕнчи васкавлă медицина пулăшăвĕн подстанцине куçнă. Кунта вăл «Земство тухтăрĕ» программăпа килĕшỹллĕн тăрăшать.

Светлана Анатольевна тавра курăмĕпе ăсталăхне ỹстерсе пырас тесе тĕрлĕ курссенче пĕлỹ илет. 2019 çулта, акă, Тутарстан Республикинчи ĕçтешĕсемпе пĕрле Турцире пулса квалификацине ỹстерчĕ.

Хальхи вăхăтра Патăрьелĕнчи васкавлă медицина пулăшăвĕн подстанцийĕн 9 бригади Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк тата Комсомольски районĕсенче пурăнакансемшĕн талăкĕпех тимлет. Пациентсем патне хăвăртрах çитес тĕллевпе бригадăсен вăхăтлăх пункчĕсене 7 йĕркеленĕ. Вăл шутра Елчĕкре те пур. Патăрьелĕнче врач бригади пĕрре, тата саккăрăшĕ — фельдшерсен бригади. Светлана Анатольевна ытларах йывăр чирленĕ, сывлăхшăн тата пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăратакан пациентсем патне васкать. Кăнтăрла та, çĕрле те, шăрăхра та, сивĕре те, талăкĕ-талăкĕпе куç хупманнине пăхмасăр, вăл тухтăр тивĕçне пурнăçласа сывлăх сыхлавĕн малти линийĕнче тăрăшать.

Çак çулсем хушшинче мĕнле кăна лару-тăрура пулса пĕрремĕш пулăшу паман-ши Светлана Падуева? Акă, пĕринче машина çинчех хĕр ача хĕнпе çуралнă. Амăшĕпе пепкен пурнăçне çăлса хăварнă. Тепрехинче пĕр арçынна электричество токĕ çапнă та чĕри тапма чарăннă. Виççĕмĕшĕнче автоаваринче пиллĕкĕн аманнă. Пурте йывăр, тỹрех виçĕ васкавлă пулăшу машини çитнĕрен пурне те вилĕм аллинчен туртса илнĕ…. Кун пек тĕслĕхсем питĕ нумай унăн пурнăçĕнче. Чи хакли тухтăршăн — çын пурнăçне çăлса хăварни.

— Васкавлă медицина пулăшăвĕн тухтăрĕн ĕçĕ питĕ яваплă та кăткăс. Шурă халатлисене чĕнсе илнĕ май унта мĕн кĕтнине пĕлместĕн. Çавăнпа та çийĕнчех хăвăрт та тĕрĕс йышăну туни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Йăнăш тума юрамасть ку чухне — кунта чирлĕ çыннăн пурнăçĕ. Çакна самантлăха та манмастăп, — палăртать вăл медицина аппарачĕсене ĕçе хатĕррине тĕрĕсленĕ май.

— Светлана Анатольевна, хăçан та пулсан эсир урăх специальноçа куçас пирки шухăшламан-и? Калăпăр, ăшă та çутă кабинетра ларма, халат яланах шап-шурă, юнашар яланах ĕçтешсем, лаборатори, рентген, УЗИ…

— Çапла, кун пек шухăшсем те пулнă, анчах «манăн васкавлă пулăшу» мана нихăçан та урăх тĕле яман, маншăн вăл ĕç кăна мар, пурнăç йĕрки те, çавăнпа хамăн суйлавшăн шăпана тав тăватăп. Тин кăна вилĕм аллинчи çынна пурнăç парнеленинчен хакли мĕн пултăр. Çакă ман ĕçĕн чи пысăк пархатарĕ, — терĕ йăл кулăпа черетлĕ çула пуçтарăннă май.

Инкек сиксе тухнă çĕрте тухтăра кĕтеççĕ. Бригада çула тухрĕ, водитель сирена çутрĕ, апла пулсан йыхрав васкавлă, тепĕр пурнăçа çăлса хăвармалла…

Падуевсем Аслă Елчĕкре пурăнаççĕ. Светлана Анатольевна мăшăрĕпе, Валерий Петровичпа, виçĕ ача çитĕнтереççĕ. Туслă çемьере ачасем ĕçе юратса, яваплăха туйса çитĕнеççĕ. Чи кирли вара, вĕсем çыннăн нушине ăнланаççĕ, май килсенех пулăшма васкаççĕ. Александрпа Кирилл пысăк ĕнтĕ, Данил вара шкулта вĕренет. Вăл врач профессине суйласа илес пирки шухăшлать…

О.КРАУЗЕ.

Сăн ỹкерчĕкре: С.Падуева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code