Четверг, 1 декабря, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пулас суйлавçăсем вĕреннĕ

Пулас суйлавçăсем вĕреннĕ

Майăн 16-мĕшĕнче, Çамрăк суйлавçăсен кунĕнче, Елчĕкри вăтам шкулта Чăваш Енĕн тĕп суйлав комиссийĕпе республикăри вĕренỹ учрежденийĕсем пуçарнă «Суйлав диктанчĕ» пĕрлехи акцине ирттернĕ.

Вĕренекенсем 60 минут хушшинче 40 тест заданине пурнăçламалла пулнă. Чи пысăк балл пуçтарнисене Тĕп суйлав комиссийĕн Дипломĕсем кĕтĕç. Çав вăхăтрах 5 класри кадетсем «Суйлав — ачасен куçĕпе» ỹкерчĕксен конкурсĕнче хăйсен ăсталăхне кăтартнă.

Елчĕкри территори суйлав комиссийĕн председателĕ Владимир Николаев 9-11 классенче пĕлỹ пухакансемпе тĕл пулнă май, «Суйлав тата суйламалли право» темăпа лекци вуланă. Раççей Федерацийĕнчи суйлав комиссийĕсен тытăмĕ, вырăнти комиссисен ĕçĕ-хĕлĕ, суйлав ыйтăвĕпе çыхăннă саккунри çĕнĕлĕхсем те интереслентернĕ çывăх çулсенче суйлава хутшăнакансене.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code