Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Апачĕ тутлă та усăллă

Апачĕ тутлă та усăллă

И.Осипова повар

Аслă Таяпари тĕп шкулта вĕренекенсем ирхине 9 сехет те 15 минутра, кăнтăрла 11 иртни 5 минутра столовăйне васкаççĕ. 30 çул ытла поварта тăрăшакан Ираида Осипова тутлă та пахалăхлă апат пĕçернине лайăх пĕлеççĕ вĕсем. Меню пуян. Ăна 10 кунлăх хатĕрлеççĕ. Кулленех салат (ытларах рациона хăйсем туса илнĕ пахча çимĕçе кĕртеççĕ), чăх какайне е пулла çĕрулми нимĕрĕпе е макаронпа парать. Чей е компот вĕретет. Панулмийĕ каллех хăйсен шкул пахчийĕнче çитĕннĕскер.

Чи малтанах пуçламăш классенче вĕренекенсем апатланаççĕ. 19-ăн вĕсем. Пурте тỹлевсĕр çиеççĕ. Çавăн пекех сахал тупăшлă çемьери 3 ача та тỹлевсĕр апатланаççĕ.

В.Малов директорпа ачасем апатлану вăхăтĕнче

Ираида Аркадьевна хăйĕн профессине чунтан юратаканскер катлетсене те хăйĕн ылтăн аллипе хатĕрлет. Çурма фабрикатсемпе усă курмаççĕ кунта. Шкулти ашшĕ-амăшĕн комитечĕ, дирекци ачасен апатланăвĕпе кăсăклансах тăраççĕ.

«Ирхи апат — директорпа» проекта пурнăçласа Владимир Малов директор апат пахалăхне тишкерсе хăй те вĕренекенсемпе апатланать, вĕсен шухăш-кăмăлĕпе интересленет. Ачасем:

— Ира аппа, хушăм апат параймастăр-и? — тесен — пурне те тивĕçтерет.
Шкул столовăйĕ çутă та таса. Иртнĕ çулсенче кухньăри савăт-сапана çĕнетнĕ, плита та çĕнни туяннă. Повара ĕçлеме мĕнпур условисем çителĕклĕ. Вăл кунта пĕчченех ĕлкĕрет. Унăн ĕçĕпе вĕренекенсемпе учительсем кăмăллă пулнăшăн савăнать ăста повар.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code