Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Ĕçпе çĕкленнĕ чăваш хĕрĕ

Ĕçпе çĕкленнĕ чăваш хĕрĕ

Ача-пăча çулĕсенче, шкулта вĕреннĕ вăхăтра эпир пурнăç çулне суйласа илес пирки ытларах чухне шутламастпăр та. Суйласа илнĕ професси кăмăла кайсан, пĕтĕм пурнăç ĕçĕ пулса тăрсан вара кăмăл çĕкленет. Маргарита Владимировна Фокина (Павлова) суйласа илнĕ ĕç те унăн пурнăç шăпи пулса тăчĕ.

— Чирленĕ çынсене сыватасси — питĕ пархатарлă та сăваплă професси, — тет вăл.

Елчĕкпе Патăрьел тăрăхĕсем аслă вĕренỹ шкулĕсенчен инçетре вырнаçнă. 1930-мĕш çулсем хыççăн уçăлнă Патăрьелĕнчи педагогика техникумĕ тата Пăвари (Тутар Республики) вĕренỹ шкулĕсем пирĕн тăрăхри çамрăксене çĕнĕ шанчăк панă. Çапла Яманчỹрел шкулне вĕренсе пĕтернĕ чылай çамрăк Пăва хулине çул тытнă. Кунта медицина, ветеринари тата машинăпа техника шкулĕсем уçăлнă.

Пăва хули Яманчỹрелĕнчен инçех мар вырнаçнă. Кайса-çỹреме те çывăх. Ăна ачаранах лайăх чухланă. Пăвана çывăха хунă, мĕншĕн тесен нумай ĕмĕрсем хушши пирĕн ял çак уеса кĕнĕ. Ял çыннисем уесри тĕп хулана тĕрлĕ ĕçпе кайса çỹренĕ.

1936 çулта Пăвара медицина училищи уçăлсан унта чăваш хĕрĕсем те вĕренме пуçланă. Малтанах вăл кивĕ йывăç çуртра вырнаçнă. Вăл икĕ çул вĕренмелли медицина сестрисен шкулĕ шутланнă. 1954 çулта медучилище ят панă. Халĕ — медколледж. Яманчỹрел шкулне пĕтернĕ чылай хĕр унта çул тытнă. Вĕсен йышĕнче: В.С. Аникина, Н.И.Артемьева, В.К.Ермолаева, Л.В.Ермолаева, Т.Ф.Ермолаева, З.Н.Кириллова, М.Г.Краснова, Т.В.Краснова, М.Л.Павлова, Г.Н.Петрова, М.Ф.Сергеева, С.Д.Саврасова, Т.А.Базарнова. Маргарита Павлова та Пăвари медучилищĕне суйласа илчĕ. Ку вăхăт тĕлне Вира аппăшĕн хĕрĕ Татьяна та кунта вĕрентнĕ. Таня Ритăран пĕр çул аслă. Ачаран пĕрле ỹснĕ. Таня кану вăхăчĕсенче яла килсен вĕренме килĕшнине каласа панăран Рита та унта вĕренме кайма шутларĕ. Киле килсе çỹреме те иккĕшне пĕрле лайăх тесе шухăшларĕ.

Çĕнĕ вĕренỹ çулне Рита Павлова Пăвари медицина училищинче кĕтсе илчĕ. Питĕ килĕшрĕ ăна кунта вĕренме. Преподавательсем те тăрăшуллă хĕре хавхалантарчĕç, йывăр самантсенче яланах пулăшу пачĕç. Студентсен ушкăнĕ туслă пулнипе палăрнă. Халĕччен те чылайăшĕнпе туслă çыхăну тытаççĕ. Чăваш хĕрĕсем тĕрлĕ тăрăхран пынă унта пĕлỹ илме.

1984 çулта Яманчỹрел хĕрне Мари АССРне кĕрекен Звенигово хулине ĕçлеме янă. Хула тата район поликлиникинче хирурги кабинечĕн медсестрине шанаççĕ ăна. Питĕ паха ĕç опычĕ пухнă кунта Маргарита Владимировна 18 çул хушшинче. Ăста алăллă врачсем, опытлă медсестрасем юнашар пулни унăн хастарлăхне те, пĕлĕвне те ỹстернĕ.

38 çул хушшинче Маргарита Фокина тĕрлĕ кабинетсенче тăрăшрĕ. Ковид чирĕ пуçлансан ăна çĕнĕ ĕç шанса пачĕç: чирлĕ çынсем патне васкавлă пулăшу машинипе çỹрерĕ, çынсене пĕрремĕш пулăшу пачĕ.

Юлашки вăхăтра Маргарита Владимировна чирлисене врач патне кĕричченхи кабинетра йышăнать, пациентсене кирлĕ тухтăрсем патне кайма пулăшать, участокри çынсене профилактика тĕрĕслевĕ витĕр кăларать. Пуян опыт пухнăскер çамрăк специалистсене май килнĕ таран пулăшать, практикантсене ĕçе хăнăхтарать. Коллективра ырă кăмăллă та ĕçе чунтан юратнипе палăрса тăрать.

М.Фокина тăтăшах квалификацине ỹстерсе тăрать. Вăл сывлăха упрас енĕпе тĕрлĕ курссенче пĕлỹ илнĕ. Мускаври патшалăх социаллă университетĕнчен вĕренсе тухнă. Сывату ĕçĕнче вăй хунисĕр пуçне нумай çул ДОСААФ шкулĕнче преподавательте тăрăшать. Общество ĕçне те хастар хутшăнать. Наукăпа практика конференцийĕсенче тухса калаçать, сывату ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе усă курать. Тỹрĕ кăмăллă, нумай çул ĕçленĕшĕн панă Хисеп хучĕсем нумай унăн.

Тăван ялĕнче пулмассерен çынсем ун патне час-часах пулăшу ыйтма пыраççĕ. Выльăх-чĕрлĕхĕ аптăрасан та. Сывлăх хуралĕнче вăй хураканскерĕн пĕр тĕллев çеç — пулăшмалла.

Е.КЛИМОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: М.Фокина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code