Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕç яваплăха юратать

Ĕç яваплăха юратать

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата организацисемпе учрежденисен ертỹçисемпе ирттернĕ тунтикунхи канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сỹтсе яврĕç.

Çанталăк сулхăн тăрать пулин те, шыва кĕмелли тапхăра кĕтсе илĕпĕрех. Çавна май район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин пĕлтернĕ тăрăх, кашни ял тăрăхĕн территорийĕнче шыва кĕмелли вырăнсене палăртнă. Вĕсене ятарлă требованисене килĕшỹллĕн йĕркелемелле, унта тивĕçлĕ оборудованисемпе хатĕрсем вырнаçтармалла. Ячĕшĕн çапкаласа тунă япаласен «ĕмĕрĕ» те кĕске — тĕплĕх кирлĕ.

Ачасене шыва кĕмелли хăрушсăрлăх правилисемпе паллаштарасси, асăрхав ĕçне тĕпе хурасси те çивĕч ыйтусен шутĕнче пулма кирлĕ. Асăннă темăна малалла тăсса тата шкулсен çумĕнче çуллахи лагерьсем уçасси пирки ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн педагогĕ Лариса Векова тухса калаçрĕ. Майăн 6-мĕшĕнчи хаçатăн 17-мĕш номерĕнче тĕплĕ çырнăччĕ кун пирки. Çакна кăна палăртса хăварар: районти 10 шкулти 385 ача 21 кун канĕ лагерьсенче. Ун валли район бюджетĕнчен 1 миллион та 872 пин тенкĕ уйăрнă.

Çуллахи тапхăрти тепĕр ыйту, вăл паллах чи çивĕччи, пушар проблеми те çĕкленчĕ канашлура. Пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ — патшалăх тĕп инспекторĕ Александр Сайкин пĕлтернĕ тăрăх, районта майăн 23-мĕшĕ тĕлне 7 (иртнĕ çул — 9) пушар тухнă, вĕсенче пĕр çын суранланнă. «Хĕрлĕ автан» алхаснин сăлтавĕсем электропроводкăсем (4 тĕслĕх), кăмакасем (2) юсавсăр пулнипе тата курăк çунтарнипе (1) çыхăннă.

Александр Николаевич ертсе пынă ушкăн нумаях пулмасть Шăмалак тата Яманчỹрел ялĕсенче çынсемпе тĕл пулса калаçусем йĕркеленĕ. Чăн та, вăрман çывăхĕсенче пушар тухас хăрушлăх пушшех пысăк. Кунта хăш-пĕр сыхлăх ĕçĕсене пурнăçланă-ха. Анчах документсăр-мĕнсĕр хуралтăсем туса лартни пысăк инкек патне илсе тухма пултарать. Требованипе килĕшỹллĕн вара 30 метр хушăра нимĕнле объект та тума юрамасть. Вăрман çывăхĕсенчи урамсене радиопа сасă вăйлатмалли хатĕрсем вырнаçтармалла. Кỹршĕллĕ Каçал тăрăхĕнче çапла тунă та. Кăна пушара хирĕçле ятарлă йĕрке вăйра пулни те пурнăçлама хистет.

Мартăн 22-мĕшĕнче республикăра «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафон старт илнĕ. Тунтикуна районĕпе пĕтĕмпе 285847,5 тенкĕ укçа пуçтарăннă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, кăçал ял хуçалăх организацийĕсем уйрăмах хастаррине палăртрĕ вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Марина Вастулова. Вĕсен йышĕнче: «Рассвет» (ертỹçи Юрий Мясников), «Прогресс» (Петр Скворцов), Ленин ячĕллĕ (Валерий Падуев), «Энтепе» (Андрей Васильев), «Яманчурино» (Владимир Рахмуллин) хуçалăхсем. Çавăн пекех «Яманчỹрел сельхозхимийĕ» ОАО (Герман Петров), Леонид Григорьев уйрăм пайтаçă та çак «командăра».

Ырă утăм тума никам та кая юлман-ха. Пухăннă укçа-тенкĕ пĕр пус таранччен района юлать, ăна ăçта расхутлассине ятарлă комисси татса парĕ. Иртнĕ çул ыр кăмăллăх пурлăхĕпе Яманчỹрелĕнче хоккей коробки тунă.

Канашлура кун йĕркинче палăртман ыйтусем те сахал мар пулчĕç. Çивĕчлĕхĕпе вара — çỹлерех те. Çураки ĕçĕсем кăçалхи пек тăсăлса кайнине ватă çынсем те астумаççĕ- тĕр. Уй-хир мероприятийĕсене икĕ сменăпа йĕркеленисем вара — чи телейлисем. Совет саманинче ака ĕçĕсене çеç мар, кĕрхи çĕртмене те талăкĕпе тенĕ пек тунă. Ака, ĕççи тапхăрĕсенче «Кашни минутпа туллин усă курмалла» ăнлав чĕнỹ вырăннех пулнă. Халĕ…

Автоçулсене юсас тĕлĕшпе хаçатăн майăн 13-мĕшĕнчи номерĕнче вулаканăн критикăлла çырăвĕ пичетленнĕччĕ. Унта çул çинчи шăтăксене вăхăтра юсаманни пирки хыпарланă. Ку проблемăна Леонард Левый тепĕр хутчен çивĕчлетрĕ. Çитменлĕхсем чылай пулнăранах, «Ĕçе ячĕшĕн тăватăр» тени хăш-пĕр ертỹçĕсен яваплăхне ỹстерме кирлех. Тротуарсем сарасси те планпа палăртнинчен юлса пырать. Елчĕкри Совет урамĕнче бордюрсене вырнаçтарни уйăх та çитет. Çакăнпа ĕç чарăнса ларнă та. Черетре — Октябрь урамĕнчи тротуара çĕнетесси…

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code