Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Актуально > Поздравления с Днем России!

Поздравления с Днем России!

Хисеплĕ ентешсем!

Сире чун-чĕререн Раççей кунĕпе саламлатпăр!

Раççей кунĕ Тăван çĕршыва юратакан, унăн историне, халăхне хисеплекен, Раççей пуласлăхĕшĕн тăрăшакансене пĕрлештерет. Пирĕн çĕршывра тĕрлĕ халăх çынни килěштерсе пурăнать, хăйсен  йăли-йĕркине ăруран ăрăва куçарса пырать.

Елчĕк ен çыннисен ĕçченлĕхĕпе патриотлăхĕ Тăван çĕршыва, республикăна тата илемлĕрех, вăйлăрах та пуянрах тăвасса шанса тăратпăр. Пĕрлехи вăйпа эпир Тăван çĕршыв чапĕпе мухтавлăхне малалла ỹстерсе пырса умри тĕллевсене туллин пурнăçласа пыратпăр, ырă малашлăха шанса çирĕппĕн утатпăр.

Уяв ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлăх, тăнăçлăх, телей тата ăнăçу, Тăван çĕршыв аталанăвĕшĕн тăвакан ĕçсене пурнăçлама çитĕнÿсем сунатпăр.

 Елчĕк район пуçлăхĕ                 А.Г.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ            Л.В.Левый.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code