Понедельник, 8 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Халăх хорне — 100 çул

Халăх хорне — 100 çул

Патреккелсем кăçалхи Çимĕк уявне нихçанхинчен вăйлăрах кĕтрĕç. Сăлтавĕ те пысăк — çак кун Патреккел халăх хорĕ 100 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Халăх чи малтанах авалтан пыракан йăла-йĕркене пăхăнса масар çинче пулса ватăсене асăнчĕ, унтан йăх-хурăнташсем тĕп килсене пуçтарăнчĕç. Каçхине 6 сехетре ял çыннисемпе хăнасем культура çурчĕ енне утрĕç. Тĕп мероприятисем хоккей площадкинче иртрĕç. Ăна ĕлĕкхи евĕр сăнарласа капăрлатни тỹрех куç тĕлне пулчĕ.

Ялăн кĕске историне, хор пуçланса кайнине, унăн малаллахи аталанăвне театрализациленĕ курăм урлă сăнарлăн çутатса пама тăрăшрĕç сцена ăстисем. Патреккелте 1747 çултах чиркỹ çумĕнче хор пулнă, ял çыннисенчен чылайăшĕ унта юрланă. 1922 çулта вĕрентекенре тăрăшнă Ольга Миловидова (ăна шăпах унăн тăванĕ — педагогика ĕçĕн ветеранĕ Татьяна Петрова (Миловидова) сăнарларĕ) пуçарăвĕпе хор йĕркеленĕ, çак çулах ачасемпе аслисене пĕрлештернĕ хор хурал пỹртĕнче пĕрремĕш хут концерт лартнă. Вăхăт иртнĕçемĕн хор çитĕнỹсем тума пуçланă, ячĕ-сумĕ çулсерен ỹссех пынă. Хора вăрçăччен Семен Скворцов, ун хыççăн коллектив тилхепине Михаил Воронцов тытса пынă. 1957 çулта хор вăрçă ветеранĕн Мария Ястребован аллине куçать, ăна 1967 çулччен ертсе пырать вăл. Шăп çак тапхăрта коллектив «халăх хорĕ» ята çĕнсе илет, Мария Ястребовăна «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» сумлă ятпа чыслаççĕ. 1971 çултан пуçласа паянхи кунччен коллектива РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Борисов ертсе пырать. Патреккелсемпе пĕрле хора таврари ялсенчен — Акчел, Элекçей Тимеш, Аслă Елчĕк, Ĕнел, Тỹскел çамрăкĕсем те хаваспах çỹренĕ. Кашни юрра 4-5 сасăпа янраттарнă хор, репетицисем çĕрле 2 сехетчен тăсăлни те час-часах пулнă…

Уяв концерчĕ халăх хорĕ «Тăван ялăм», «Пăла хĕрне анар-и?» юрăсене шăрантарнинчен пуçланчĕ. Хор участникĕсемпе тĕрлĕ çĕртен килнĕ артистсем юрă-ташă урлă вырăнти халăх йăли-йĕркине, пĕр ĕмĕрхи хорăн пултарулăхне, халăх кун-çулĕпе шухăш-кăмăлне, ĕçченлĕхĕпе правурлăхне çутатса пачĕç, Патреккел çĕрĕ пултаруллă та талантлă çынсемпе пуян пулнине çирĕплетрĕç. Елчĕкри ачасен искусство шкулĕн коллективĕпе воспитанникĕсен, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Музыкантов ертсе пыракан «Суварята» ташă ушкăнĕн, Лаш Таяпари «Сударушки», Шăмăршă районĕнчи Виçпỹрт Шăмăршăри «Сурпан» фольклор ушкăнĕсем, Тутарстанран килнĕ юрăçсем хăйсен юрри-ташшипе уява илем кỹчĕç.

Хор коллективне паллă юбилейпе чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый саламларĕ.

— Патреккел халăх хорĕ пирки республикăра анчах мар, унăн тулашĕнче те пĕлмен е илтмен çын сахал. Вăл хăйĕн сумне çĕклесех пырать — пултарулăхĕпе халăха 100-мĕш çул савăнтараканскер фестивальсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнса пырать. Ăнăçусемпе çитĕнỹсем тăвасси, паллах, 50 çул ытла хора ăнăçлă ертсе пыракан Геннадий Борисовăн ăсталăхĕнчен нумай килет. Унăн тивлечĕпе ялти пĕр ăру анчах мар сцена çинче юрласа ỹснĕ, — палăртрĕ Леонард Васильевич хор коллективĕпе унăн ертỹçине тав тунă май. Пысăк çитĕнỹсемшĕн вăл Г.Борисовăн кăкăрĕ çине «Елчĕк районне — 95 çул» асăну медальне çакса ячĕ.

Салам сăмахĕсем çумне ытти официаллă представительсем те — ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствинчен — Татьяна Дмитриева тата Светлана Долгова, Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин Генеральнăй штабĕнче службăра тăракан Роберт Баранов генерал-майор, «Елчĕк ен» ентешлĕхĕнчен Тамара Ишмуратова, Чăваш наци конгресĕ ячĕпе — Николай Малышкин, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алина Смирнова, республикăри «Доблесть» общество организаци ертỹçи Владимир Яковлев, «Прогресс» АХО директорĕ Петр Скворцов тата ыттисем хутшăнчĕç. Вĕсем кашнинех çирĕп сывлăх, хор коллективне тата та пысăк çитĕнỹсем тума ăнăçусемпе çитĕнỹсем сунчĕç. Хор членĕсем районти тата республикăри ведомствăсен Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç.

Хорăн çитĕнĕвĕсем, чăн та, пысăк. Вăл тĕрлĕ шайри смотр-конкурссене хутшăнса чылай хут мала тухать. 1977 çулта Мускавра Кремльти съездсен керменĕнче фестиваль лауреачĕн дипломне, медальсемпе хаклă парнесене тивĕçнĕ. Шупашкарти Трактор тăвакан, Агрегат завочĕсен, ытти пысăк предприятисен хорĕсем хушшинче мала тухса Чăваш Ен чысне Кремльте Патреккел хорĕ хỹтĕлени районшăн паллă событи пулнă.

Уява эстрада артисчĕсем малалла тăсрĕç. Полина тата Максим Борисовсем, Алексей Московский, Алина Выйгетова, Алина Варна тата ытти эстрада çăлтăрĕсен юррисемпе халăх сĕм çĕрлеччен — тỹпене тĕрлĕ тĕспе фейерверк çĕклениччен ташларĕ.

Çак кун ачасем те кăмăллăн канма пултарчĕç. Батут, таканкки тата ытти хатĕр чунтан савăнма май пачĕç вĕсене.

ШУХĂШ

Людмила КРАСНОВА, медицина ĕçченĕ, Мускав хули:

— Эпĕ Елчĕкре çуралса ỹснĕ, хальхи вăхăтра тĕп хулара пурăнатăп. Патреккел халăх хорĕ 100 çулхи юбилейне паллă тунине пĕлсен пĕр тăхтаса тăмасăр тăван тăрăха çитме васкарăм. Мĕншĕн тесен хор ертỹçи Геннадий Борисов маншăн тăван евĕр хаклă. Геннадий Арсентьевич иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен вĕçĕнче Елчĕкри культура çуртĕнче илемлĕх ертỹçинче, пĕр вăхăтрах Патреккел хорĕнче баянистра тăрăшрĕ. Эпир аппапа — Алевтина Васильевна Алексеевăпа Елчĕк хорне çỹреттĕмĕрччĕ. Г.Борисов йĕркелесе тата хавхалантарса пынипех таврари ялсенче сахал мар концертпа пулнă. Турă панă талантлă ертỹçĕ вăл, ахальтен мар хорăн 100 çулĕнчен 50 ытла çулне ăнăçлă ертсе пырать.

Уявра эпĕ çамрăклăха аса илсе чун-чĕререн савăнма пултартăм. Юбилей ячĕпе саламланă май хор ертỹçипе унăн коллективне, Патреккел халăхне ăнăçу сунатăп.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code