Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Актуально > Поздравление с Днем медицинского работника

Поздравление с Днем медицинского работника

Хисеплĕ медицина ĕçченĕсем тата сывлăх сыхлавĕн ветеранĕсем!

Сире чĕререн Медицина ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр.

Медицина ĕçченĕн профессийĕ чи кирлĕ те пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Эсир хăвăрăн пĕлĕвĕрпе, ăсталăхăрпа çынсене сывататăр, кирлĕ сĕнÿ-канаш парса чире çěнтерме пулăшатăр.

Юлашки çулсенче  медицина ĕçченĕсен пĕлтерĕшне эпир татах та ытларах ăнлантăмăр. Хăрушă чирпе кĕрешсе эсир чăннипех те паттăрлăх кăтартатăр.

Районти мĕнпур медицина ĕçченне, сывлăх сыхлавĕн ветеранĕсене пархатарлă ĕçĕршĕн тав тăв сăмахě калатпăр, çирĕп сывлăх, иксěлми телей,  ăнăçу, çитĕнÿсем сунатпăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ            А.Г.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ           Л.В.Левый

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code