Понедельник, 9 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сенаж хываççĕ

Сенаж хываççĕ

«Победа» ОООри механизаторсем пĕтĕм вăйне сенаж хывас ĕçе панă. Нумай çул ỹсекен курăксене пĕрремĕш хут çулнинчен çак вăхăтчен вĕсем 3000 тонна ытла хатĕрленĕ, ĕне выльăха хĕл каçарма вара вăл 6000 тоннăран кая мар кирлĕ.

— Сенаж пахалăхĕ ытти çулсенчи пекех лайăх пуласса шанатпăр. Мĕншĕн тесен нумай çул ỹсекен курăк папки çурăлма тытăнсанах — шăпах вăхăтлă çулма тухрăмăр. Ĕне выльăх продуктивлăхне ỹстересси сенаж пахалăхĕнчен нумай килет. Ку чухне унта протеин, сахăр, тутлăхлă ытти япаласем те кирлĕ таран сыхланса юлма тивĕçлĕ, — тет Николай Головин директор.

Ял хуçалăх предприятийĕнче нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкĕ, ĕне выльăха çу кунĕсенче çулса çитерме уйăрнипе пĕрле илсен, 500 гектара яхăн. Курăка иккĕмĕш хут çулнинчен 800 тонна утă хатĕрлеме шутланă.

Хĕрỹ ĕçре пиçĕхекенсем: Леонид Сусметова курăк çулма шаннă, Станислав Елисеевпа Николай Логинов тураса вĕтетекен агрегатсене тухăçлă ĕçлеттерме пултарнипе палăраççĕ, Сергей Елисеев, Раиль Самигуллин, Николай Герасимов, Владимир Козлов хатĕр массăна траншейăсене турттараççĕ, Анатолий Сорокин механизатор кунта илсе çитернĕ сенажа пусăрăнтарнă çĕрте тимлет, КС-700 трактора тухăçлă ĕçлеттерет вăл.

Управри сенажа сывлăш кĕрсе пăсăласран асăрханса пĕрремĕш хутне çỹхерех, иккĕмĕшне хулăнрах полиэтиленпа витеççĕ. Çиеле, ăна çил вĕçтерсе каясран, улăмпа, кивĕ кустăрмасем хурса пусăрăнтараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code