Понедельник, 8 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Выльăх-чĕрлĕх алла пăхать

Выльăх-чĕрлĕх алла пăхать

Председатель çумĕ Олег Карсаков анлă уй-хир ытамĕнче

Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем пĕтĕм вăйне пахалăхлă выльăх апачĕ хывас ĕçе панă.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнче хатĕрленĕ информацие тишкерес пулсан çакă курăнать: ĕнерхи кун тĕлне ял хуçалăх организацийĕсенче нумай çул ỹсекен курăксен 5190 гектарне е пĕтĕмпе шутланакан лаптăкăн 68 процентне çулнă. Çав шутран 1633 гектарне — утăлăх, 2865 гектарне — сенаж, 692 гектарне — симĕс апат валли. Нумай çул ỹсекен курăксене пĕрремĕш хут çулнинчен çак вăхăтчен 1670 тонна (25 процент) утă, 13014 тонна (31 процент) сенаж хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ.

…Çанталăк кăларса тăратнă лару-тăрăва пула кăçал выльăх апатне хатĕрлеме каярах тухнине шута илсен, яваплă ĕçе кĕске вăхăтра пурнăçлама кирли паллă. Мĕншĕн тесен ун хыççăнах вырмана тухма та вăхăт çитет. «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче вара çаксене пурне те шута илнĕ. Утă çине чăрмавсăр тата пысăк пахалăхпа йĕркелесе ирттерес тесе ку чухне усă куракан техникăна лайăх хатĕрлесе çитернĕ, вĕсене ĕçлеттерме чи шанчăклă çынсене çирĕплетсе панă. Михаил Андреев «КСУ-1» агрегатпа нумай çул ỹсекен курăксене çулать, Алексей Перцев кушăхнă курăка тавăрса типĕтнĕ çĕрте тăрăшать, Вячеслав Капламовпа Александр Никифоров выльăх апачĕ хатĕрлекен комбайнсене тухăçлă ĕçлеттереççĕ. Водительсем — Станислав Чермаковпа Алексей Васильев, Анатолий Хардов, икĕ Николай Головин, Юрий Сусметов, механизаторсем — Владимир Ивановпа Искандер Загрутдинов, Валерий Трофимовпа Владислав Айметов хатĕр массăна траншейăсене турттараççĕ, вырăна илсе çитернĕ сенажа Владимир Абрамовпа Александр Мижеров тата Леонид Головин ăна ХТЗ, Т-150, БТЗ-243 йышши тракторсемпе усă курса пусăрăнтараççĕ.

— Ĕç вăхăтĕнче кашни самантпа тухăçлă усă курма тăрăшатпăр. Апат никĕсĕ çирĕп пулсан продукци туса илесси те тивĕçлĕ шайра пулма кирлине механизаторсем те лайăх ăнланаççĕ,- тет Гурий Федоров председатель.

Ял хуçалăх предприятийĕнче выльăх апачĕ хатĕрлеме пĕр харăс 15 единица техника хутшăнать. Ĕне выльăха хĕл кунĕсенче ытлăн-çитлĕн тăрантарма вĕсен 4345 тоннăран кая мар сенаж хывса хăвармалла…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code