Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕни хура та, сĕчĕ шурă

Ĕни хура та, сĕчĕ шурă

«Эмметево» сахал яваплă обществăри Венарий Захаров ертсе пыракан ĕне фермин коллективĕ июль уйăхĕн пуçламăшĕнче кашни ĕнерен 31 килограма яхăн сĕт сунă. Малтанхипе танлаштарсан, юлашки кунсенчи кăтарту кăштах чакнă (28,6 кг) пулин те ял хуçалăх предприятийĕ пĕр ĕнерен сĕт сăвассипе çав-çавах районта малтисенчен пĕри.

Галина Краснова тĕп зоотехник шăпах хальхи вăхăтра сăвăм чакнине акă епле сăлтавларĕ:

– Ватă ĕнесене çамрăк пушмак пăрусемпе улăштарса кĕтĕве çĕнетрĕмĕр. Ун вырăнне, каярах тата ытларах сĕт туса илмелли майсем пулĕç, – терĕ вăл.

Кунта сĕт туса илесси анчах мар, выльăх-чĕрлĕх отраслĕн ытти кăтартăвĕсем те курăмлă. 6 уйăхри тапхăрта, тĕслĕхрен, фермăри ĕне выльăха пĕтĕмпе 820 центнер чухлĕ ỹт хуштарнă, мăйракаллă шултăра выльăхсем пĕр талăкра вăтамран 862 грамм ỹт хушнă. Пăру илесси те тивĕçлĕ шайра. Отчетлă тапхăрта пурĕ – 255, çав шутра ĕнесенчен 201 пăру илнĕ. Пысăк кăтартусен пĕр вăрттăнлăхĕ – ĕне выльăх рационне пĕлсе йĕркеленинче. «Эмметево» сахал яваплă обществăра кашни çул ĕне выльăха хĕл кунĕсенче тăрантарма çирĕп апат никĕсĕ хываççĕ. Кăçал та нумай çул ỹсекен курăксене пĕрремĕш хут çулнинчен çак вăхăтчен 3000 тонна (пĕтĕмпе кирлин 75 проценчĕ чухлĕ) пахалăхлă сенаж хатĕрленĕ. Çак ĕç малалла пырать, пĕр вăхăтрах утă та янтăлаççĕ.

Ĕçри ăнăçлăх, паллах, çынсенчен те нумай килет. Çынран кая мар сисĕмлĕ, ăслă чĕр чунсем хăйсене мĕнле кăмăл-туйăмпа пăхнине пит аван туйса тăраççĕ. Светлана Захарова осеменатор, Светлана Улянкина, Татьяна Никифорова, Наталия Чернова, Ираида Аверьянова ĕне сăвакан опраторсем, Светлана Львова тата Петр Никифоров пăру пăхакан операторсем хăйсене шанса панă ĕçе тивĕçлипе тỹрре кăлараççĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА. Татьяна Никифорова сăн ỹкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code