Среда, 30 ноября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăй тĕллĕн ĕçлекенсене — патшалăх пулăшăвĕ

Хăй тĕллĕн ĕçлекенсене — патшалăх пулăшăвĕ

Нумай пулмасть çеç Чăваш Республикинчи ял хуçалăх министерстви ял хуçалăхне малалла аталантарас, хушма хуçалăхран продукци туса илекен хăй тĕллĕн ĕçлекенсене (самозанятые) патшалăх енчен субсиди парса пулăшас тĕллевпе çĕнĕ йĕркесем çирĕплетнĕ. Ку тĕлĕшпе федераци шайĕнчи программа та пур.

Хăй тĕллĕн ĕçлекен (самозанятый) ята камсем тивĕçме, патшалăх паракан пулăшупа камсем усă курма пултараççĕ-ха? Районта çак ыйтупа халăха социаллă хỹтлĕх паракан пайпа çынсене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçлеççĕ. Çакнашкал çĕнĕлĕх килти хушма хуçалăха тытса пыракансене пулăшас тĕллевпе ял хуçалăхĕнче те вăя кĕни савăнтарать. Хăй тĕллĕн ĕçлекенсен шутне ĕçсĕррисем те, пенси çулне çитнĕ çынсем те, çавăн пекех тĕп ĕç пур граждансем те кĕме пултараççĕ. Кирлĕ условисенчен пĕри — хушма хуçалăхĕ ун çинче пулни. Çак тĕллевпе чи малтанах телефон е планшет çинче «Манăн налук» приложенире регистрациленмелле. Вăл даннăйсем тỹрех налук органне каяççĕ. Кирек хăш банка пырса та регстрациленме пулать. Уншăн хăраса ỹкмелле мар. Специалистсем сире кирек мĕнле ыйтупа та пулăшаççĕ. Çĕнĕлĕх пирки райадминистрацин ял хуçалăх пайне 2-58-42 телефонпа шăнкăравласа пĕлме е 1-мĕш пỹлĕмне кĕрсе тухма пултаратăр

Килти хушма хуçалăха аталантарас тĕлĕшпе федераци тата республика шайĕнче программа пур. Федераллă пулăшу пирки палăртсан, хăйсен çĕр лаптăкĕнче купăста, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, хăяр, помидор, сухан, ыхра çитĕнтерсе илекенсем пулнă тăкакĕсен 30 процентне саплаштарма, сутăннă кашни тонна пахча çимĕçшĕн 2000-шер тенкĕ укçа илме пултараççĕ. Çĕр улмишĕн вара тата ытларах, тăкаксен 30 процентне тоннине 3000 тенкĕ çинчен тỹлеççĕ. Çĕрпе ĕçлекенсемшĕн çакă питĕ меллĕ, кирлĕ пулăшу.

Унсăр пуçне выльăх-чĕрлĕх тытакансем валли патшалăхран çакнашкал пулăшу пур. Килти хушма хуçалăхра выльăх усракансене çулталăкне 50000 тенкĕ таран субсиди пама пултараççĕ. Вăл шутра пĕр ĕне усракана 5500 тенкĕ, икĕ ĕне пулсан 6500-шер тенкĕ, виçĕ пуç пулсан 7500-шер тенкĕ. Сурăх тата качака тытакансене хушма хуçалăха 12000 тенкĕ таран пулăшу укçи параççĕ. Кунта çакна та палăртса хăвармалла. Харпăр хăй ĕçне уçнă çыннăн кашни уйăхăн 5-мĕш числиччен кирлĕ документсене тăратмалла: заявленипе справка-расчет, налук органĕнче шута тăни пирки справка, хуçалăх кĕнекинчен, ял хуçалăх продукцине туса илнĕ чухне пулнă тăкаксене ĕнентерекен документсем. Хут ĕçĕсене хатĕрлессинче йывăрлăх çук. Раççейре официаллă майпа ĕçе вырнаçнă кашни çын налук тỹлет. Çакă патшалăх умĕнчи тивĕç. Мĕншĕн тесен çак тỹлевсем пурте пирĕн пурнăçа хăтлăлатма, социаллă ыйтусене татса пама каяççĕ. Çавăнпа та хăй тĕллĕн ĕçлекенĕн çак йĕркесене çирĕп пăхăнма тивĕ.

Хăй тĕллĕн ĕçлекенсене республика проекчĕпе мĕнле курăмлă пулăшу кĕтнине шута илсен, «самозанятый» статуса илнĕ граждансене килти хушма хуçалăхра ĕне йышне ỹстерес тĕлĕшпе выльăх туянма 70 пин тенкĕ таран саплаштарма пултараççĕ. Качакасен йышне ỹстерес тĕлĕшпе туянма кайнă тăкаксене саплаштарма пĕр пуçĕшĕн 5 пин тенкĕ параççĕ. Анчах çакна та каласа хăвармалла: выльăх-чĕрлĕх енĕпе субсиди илсен 3 çулччен, техника туянсан 5 çулччен кая мар вĕсен шутне чакармалла мар. Ăратлă вăкăр вăрлăхне туянсан 70 процент субсидилеççĕ.

Пирĕн тăрăхра çĕрпе ĕçлекен уйрăм хуçалăхсем юлашки вăхăтра техника та нумай туянаççĕ. Сăмахран, 90 лаша вăйĕллĕ трактор, сỹре, плуг, прицеп, ĕне сумалли хатĕр (ял хуçалăх министерстви çирĕплетнĕ список пур) тата ыттине те туянсан 40 процентне тавăрма май пур. Ултă çултан ытларах çỹренĕ техникăна туянас пулсан вара экспертиза тухма, хак хуртарма тивет.

Тепĕр пархатарлă пулăшу минерал удобренийĕ пирки çыхăннă. Пирĕн районта та çĕрпе ĕçлекенсем унпа тухăçлă усă кураççĕ. Çавăнпа та çак программа питĕ вырăнлă та пĕлтерĕшлĕ. Туяннă удобренисен 30 проценчĕ субсидиленет. Унсăр пуçне хăй тĕллĕн ĕçлеме кăмăл тунисене тăпрана агрохими тĕрĕслевĕ тума, вăрлăхсене лабораторире тĕрĕслеме тăкаксен 50-шар процентне саплаштараççĕ.

Тепĕр тĕрлĕ пулăшу — вĕлле хурчĕсем тытас тĕлĕшпе ĕçе хăй тĕллĕн йĕркелесе пыракансем валли. Унпа кăсăкланакансем пирĕн районта та пур. Хурт-хăмăр ăстисем те хăйсен ĕçне малалла йĕркелесе пыма патшалăх паракан çăмăллатнă пулăшупа усă курма пултарĕç.. Вĕсен ĕçĕнче кирлĕ таварсем туянма кайнă тăкаксене 40 процент саплаштарĕç.

Хăй тĕллĕн ĕçлекен статуса илни çынсене мĕнле çăмăллăх парать-ха? Пирваях — ансат регистраци. Пĕтĕмпех «Манăн налук» ятарлă приложени урлă дистанци мелĕпе тума пулать. Налук службине отчет тата деклараци тăратмалла мар. Приложенире чек йĕркелемелле çеç. Тупăша тата налук мĕн чухлĕ тỹлемеллине программа хăех шутлать.

Тепĕр ырă ен — налук виçисем пĕчĕк пулни. Уйрăм çынсенчен илекен налук виçи 13 процент пулсан, хăй тĕллĕн ĕçлекенсен 4 е 6 процентран иртмест тата ытти те.

Кирек мĕнле çĕнĕлĕх те малтанлăха шухăшлаттарать, хăратать. Темиçе çул каялла килти хушма хуçалăха аталантарма банк урлă патшалăх пĕчĕк процентпа паракан кредитпа ялта пурăнакансем питĕ хастар усă курнă. Патшалăх ял çыннине, килти хушма хуçалăхпа пурăнакансене аталантарма паракан программăпа та пур енлĕн усă курмалла. Çакă халăхăн пурнăçне лайăхлатма, хăтлăлатма çеç пулăшĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code