Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шывăн турачĕ çук…

Шывăн турачĕ çук…

Пĕр вăхăт çанталăк уçăлтарнă хыççăн шăрăх каялла таврăнчĕ. Йышлă халăх каллех шыв-шур çывăхнелле туртăнать. Асăрханулăх пирки вара темшĕн çаплипех нумайăшĕ манать.

Çак сăлтавпах ĕнтĕ инкексем те кĕттермерĕç: Раççей МЧСĕн Чăваш Енри Тĕп управленийĕ хыпарланă тăрăх, вырсарникун республикăра тỹрех виçĕ çын путса вилнĕ.

Муркаш районĕнче, акă, 27-ри Элĕк çыннин пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Малтанхи информаци тăрăх, çамрăк çын юраман вырăнта ỹсĕрле шыва кĕрсе кайнă. Çак çăмăлттайлăх уншăн пурнăç хакне ларнă. Çав кунах Улатăр районĕнчи кỹлĕре 63-ри пулăçă та шар курнă. Унăн кимми çаврăнса ỹкнĕ — арçын шывран çăлăнса тухайман. Çĕмĕрлере вара вырăнти пĕвере 17-ри каччă путнă.

Пĕтĕмпе кăçал, çăлав службисен информацийĕ тăрăх, республикăра шыв-шур 20 çыннăн пурнăçне илсе кайнă. Çавăнпа та пĕве-кỹлĕ тимсĕрлĕхпе çăмăлттайлăха каçарманнине, пысăк хăрушлăх çăлкуçĕ пулнине манма юрамасть. Унсăрăн асăрханулăх правилисене пĕлменни тата пăхăнманни ытла та хакла ларма пултарать.

Пĕрремĕшĕнчен, тĕрĕслесе ятарласа хатĕрлемен вырăнсенче шыва кĕрессинчен сыхланмалла. Мĕн йăванать унта, тен, тарăнăшĕ тĕрлĕрен, тен, тĕпĕнче çăлкуçсем тапаççĕ… — пĕлме çук. Аплă тăк, шанчăксăр çĕре чăмса пурнăçпа выляма кирлĕ мар.

Иккĕмĕшĕнчен, чарусене ахальтен шутласа кăларман, вĕсене çирĕп уямалла. Шыва кĕнĕ чух:

  • палăртнă чикĕсенчен иртсе кайма;
  • куçакан кимĕсемпе катерсем, катамарансем, гидроциклсем патне ишсе пыма;
  • шыв айне вăрахлăха чăмма;
  • пĕлмен вырăнсенчен, причалсемпе сооруженисенчен сикме;
  • сивĕ шывра чылай вăхăт тăма;
  • пĕр-пĕрне путарса, ашкăнса выляма;
  • хăмасемпе пĕренесем, вĕрсе хăпартнă матрассем, камерăсем çинче инçе (тарăн вырăна) ишсе кайма;
  • суйса пулăшу ыйтма;
  • килти чĕрчунсене пĕрле шыв-шур хĕрне илме ЮРАМАСТЬ!

Виççĕмĕш тĕп правило: ачасен аслисемсĕр, хăйсем тĕллĕн шыва кĕмелле мар, пĕве-кỹлĕ çывăхĕнче те çỹремелле мар!

Ишме пĕлмен çынсен те асăрханмалла: 1-2 метртан тарăнрах вырăнсенчен пăрăнса çỹремелле.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code