Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости района > Ĕмĕрĕ вăрăм пултăр!

Ĕмĕрĕ вăрăм пултăр!

Тăван хаçатăмăр сулмаклă та сумлă тапхăра çитнĕ май, унăн историйĕн малтанхи страницисене уçса кĕскен те пулин тишкерни вырăнлах пулĕ: паянхи иртнĕ вăхăтпа никĕсленнĕ…

«Колхоз ялавĕ» (1997 çулхи 6-мĕш октябрьтен – «Елчĕк ен») хаçатăн пĕрремĕш номерĕ 1932 çулхи августăн 5-мĕшĕнче тухнă. Ăна пичете хатĕрлекенсем Василипе Петĕр Миттасем тата Василий Наумовпа Ксенофонт Воробьев ялкорсем пулнă. Патăрьел типографийĕнче пичетленнĕскере партин Кĕçĕн Елчĕк райкомĕн 1-мĕш секретарĕ М.Кузьмин алă пуснă.

Район хаçачĕ пĕр чарăнми конвейер пек, палăртнă кунсенче хăйĕн вулаканĕ патне çитнĕ. Вăрçă çулĕсем те, политикăри пăтрашуллă событисем те унăн таппине хуплайман. Агитатор, пропагандист рольне вăл тăхăр теçеткеллĕхре тивĕçлипе пурнăçласа пырать.Тĕнчене çĕнĕ технологи çавăрса иличчен хаçатăн кашни номерĕшĕн 15-20 çын таранччен вăй хунă. Астăватăп-ха, 1982 çулхи августăн 2-мĕшĕнче парти пурнăç пайне корреспондента ĕçе илчĕç. Редакципе типографи икĕ уйрăм организаци пулнă пулсан та, унта пĕр çемьери пек килĕшỹлĕх хуçаланнă. Çыру ĕçне пурнăçлакансем 7-8-ăнччĕ. Юлия Кузьмина машинистка мĕнле пичетлесе ĕлкĕрнĕ-ши вĕсен ал çырăвĕсене? Пĕрре те ỹпкелешсе, нăйкăшса калаçнине илтмен. Наборщиксен пỹлĕмне кĕрсен, чăн та, хальхи пекех тĕксĕмччĕ. Апла пулсан та, ĕçлекенсен ăшă кăмăлĕпе тулатчĕ вăл. Елена Васильева, Елизавета Зайцева юрла-юрла сас паллисенчен сăмахсем пуçтаратчĕç. Зинаида Никифорова корректор та вĕсем патне тăтăшах кĕретчĕ те, макетри сăмахсене пĕрле тишкеретчĕç. Юнашарти пỹлĕмре Валентина Яковлева линотип машинине пĕр кăлтăксăр ĕçлеттернĕ, Светлана Карлина печатница хатĕр макета хаçата çавăрнă.

Хастар ĕçпе мухтава тивĕçнĕ аппасем хăйсен пĕтĕм ĕç биографине хаçат кăларассипе çыхăнтарнă. Ăш пиллĕх, сăпайлăхпа тараватлăх иксĕлмиччĕ вĕсенче.

Иван Иноходовпа Николай Алексеев (иккĕшĕ те тĕп редакторта вăй хунă) та 30 çул ытла пĕр улшăнми редакцие сукмак такăрлатнă. Иван Павлович (тăпри çăмăл пултăр) сăн ỹкерттерỹ ĕçне те юратнăран хаçата 40-50 çул каяллахи хăй тунă фотографисене сĕнетчĕ. Халĕ те усă куратпăр-ха вĕсемпе. Николай Васильевича пирĕн штатра тăман корреспондент тесех палăртас килет. Вăл юлашки вăхăтра ытларах архивсенчи документсем çине таянса хатĕрленĕ паха материалсем сĕнет. Тĕп редакторта тăрăшнă Анатолий Тимофеевăн, Александр Карлинăн тỹпи те хаçат историйĕнче пуян.

Ĕнерхи хаçатçăсенчен Тăрмăш ялĕнче пурăнакан Александр Васильева та палăртас килет. 20 çул ытла тимленĕ вăл кунта. Хуçалăхсенчи вăл çитсе курман пĕр объект та пулман-тăр. Унра ĕçе тĕплĕ те оперативлă пурнăçлани уйрăмах çирĕпленнĕччĕ.

Çĕнĕ ĕмĕрĕн 22-мĕш çулĕпе пыратпăр халĕ. Пĕрчĕн-пĕрчĕн сас палли пуçтарса чун çимĕçĕ кăларни манăçа та тухса пырать. Журналистсем паян авторучкăпа аппаланса лармаççĕ тесен те йăнăш мар – тỹрех компьютер çине ỹкереççĕ çырас шухăшĕсене. Компьютер çинчех дизайнер калăпланă макет Шупашкарти типографине ăсанать, 3 пин ытла экземпляр çĕнĕ хаçат çур сехетре тухса та выртать.

Пит çăмăллăн пулать мар-и? Анчах пулас хаçата хатĕрлесе кăларма куллен вуншар çын хăйĕн тỹпине хывать. Светлана Архипова, Валентина Кириллова, Елена Петрова редакторсем, Ольга Владимирова дизайнер, Оксана Иванова редактор-консультант, Галина Капсулова менеджер, Зоя Блинова тирпейлỹçĕ, Владимир Петров водитель ку ĕçре нумай çул тăрăшаççĕ.

Хаçатăн содержанийĕ, сăн-сăпачĕ тепĕр командăпа – ялкорсемпе те тачă çыхăннă. Анатолий Тимофеев, Николай Алексеев, Анатолий Молоствов, Александр Сорокин (Елчĕк), Владимир Московский (Акчел), Владимир Мешков, Валентина Вастулова (Аслă Елчĕк), Зинаида Портнова, Владимир Плотников (Аслă Пăла Тимеш), Светлана Баринова, Алексей Петров, Юрий Гордеев, Илья Трофимов (Кушкă), Николай Александров (Çĕнĕ Арланкасси), Валерий Петров (Лаш Таяпа), Зоя Кулакова (Шăмалак), Людмила Енедерова (Тăрăм), Вячеслав Захаров (Анатри Тимеш), Исония Волкова (Хăвăлçырма), Владислав Сазонов (Кỹлпуç), Анатолий Солин (Тĕмер), Нина Левая (Çирĕклĕ Шăхаль), Петр Сидоров (Шупашкар), Мария Петрова (Тăвай районĕ), Роза Макарова (Чĕмпĕр) тата ыттисен тĕрлĕ енлĕ те тĕрлĕ шухăшлă статйисене яланах чăтăмсăррăн кĕтетпĕр эпир. Çыхăну малашне те çирĕплĕхре юласса шанатпăр…

«Елчĕк ен» хаçат районсенчи нумай издани пекех 2-мĕш çул эрнере пĕр хутчен тухса тăрать. Çак утăма укçа-тенкĕ çивĕч-лĕхне пула тума тиврĕ. Анчах чылай вулакан çĕнĕлĕхпе кăмăлсăр пулнине шута илсе, йывăрлăх тиевĕ ỹсессине пĕлсех хаçата 2023 çулхи январьтен унчченхи форматпа – эрнере 2 хутчен кăларма пуçлăпăр.

Юратнă хаçатăмăр паян – 90 çулта! Унăн вăрăм ĕмĕрлĕхне çул парассинче типографире, редакцире вăй хунисем, паян тăрăшакансем, ялти корреспондентсем, почта çыхăну уйрăмĕсен хастарĕсем хăйсен тỹпине хывнă, хываççĕ те. Вулакансем те çак йышрах – вĕсем пĕрле пулни хаçат тиражне пĕр шайра тытса тăма пулăшать.

Уяв саламĕ пултăр пурне те! Çирĕп сывлăхпа, мал ĕмĕтпе малалла талпăнар, район тĕкĕрĕн çутине сỹнме парар мар! Ялан пĕрле пулар!

Николай МАЛЫШКИН, хаçатăн тĕп редакторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code