Среда, 16 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Каласан каланă пек, каламасан — чун чăтмасть»

«Каласан каланă пек, каламасан — чун чăтмасть»

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый августăн 8-мĕшĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура кулленхи пурнăçпа çыхăннă ыйтусене сỹтсе яврĕç.

Хамăр пурăнакан вырăна тирпей-илем, хăтлăх кỹрес ыйту çулталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те хăйĕн çивĕчлĕхне çухатмасть. Çуркуннехи-çуллахи вăхăтра вара çум курăкпа кĕрешме тивет. Пурпĕрех, хăтăлма пит кансĕр унран. Кăçал ытти кирлĕ мар курăкпа пĕрле, ăçта ан тинкер, танлă пиçен ашкăрнине асăрхатпăр. Чылай ял тăрăхĕн территорийĕнче автомобиль çулĕсен хĕррисене, çавăн пекех ялсен ячĕсене палăртса çырнă стелăсен, çỹп-çап пуçтармалли контейнерсен таврашăсене çум курăк пусса илнине курмăш пулса иртме пултарайман район администрацийĕн пуçлăхĕ:

— Каласан каланă пек, каламасан — чун чăтмасть, — тесе хытă асăрхаттарнă сăмахсем вара тỹррĕнех хăйсене пырса тивнине ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пит аван ăнланаççĕ. Леонард Васильевич палăртнине шута илсен, çум курăк çулне пỹлессипе çыхăннă ĕçсене пурнăçлама укçа та кирлĕ мар. Анчах çынсемпе калаçса татăласси, пĕрлехи ĕçе йĕркелесе пырасси чи малти вырăна тухать.

…Юлашки эрнесенче çанталăк ытла шăрăх тăни пушар тухасран тата асăрхануллă пулма хистет. Çакăн пирки шухăшламан, уйламан çынсем те пур-ха пирĕн хушăмăрта. Акă, тунтикун ирхине ирех Елчĕк ялне шурă тĕтĕм карса илнине сиснĕ çынсем сехĕрленсе ỹкнĕ. Сăлтавне уçăмлатма вăхăт нумай кирлĕ пулман: ыйхăран ир вăраннă Беляев урамĕнче пурăнакан Н. хăйĕн кил-çурчĕ çывăхĕнчи хыт хураран хăтăлма шутланă та, ăна хăрамасăрах тивертсе янă. Çапла майпа вăл çывăхра пурăнакансене пурне те ура çине тăратнă, пушар машини те килсе çитнĕ. Район администрацийĕ çумĕнчи административлă комисси членĕсен те ирĕксĕрех çак çын тĕлĕшпе протокол çырмалла килсе тухнă. Çу тапхăрĕ умĕн — апрель уйăхĕнчен пуçласа пушартан асăрханса çирĕплетнĕ пĕтĕмĕшле уйрăм йĕрке çирĕплетнине пăхăнман Н. тĕлĕшпе шăрçаланă протокола çитес кунсенчех пĕрлехи комисси ларăвĕнче пăхса тухĕç, тивĕçлĕ йышăну тăвĕç. Йĕркене пăсакана, паллах, «пуçран шăлмаççех».

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code