Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Кăпăклă каç»

«Кăпăклă каç»

Ачалăх — чи телейлĕ те хаваслă вăхăт. Кирек мĕнле пулăмпа та чун-чĕререн савăнма пĕлеççĕ ачасем.

Эльвира Борисова блогер йĕркеленипе Патреккел ялĕнче «Кăпăклă каç» ятпа уяв иртрĕ. Вĕсене супăнь кăпăкĕпе савăнтараканĕ — «Бонифаций» студи (@bonifaciy_21). Эльвира йыхравĕпе çитнĕ вăл района. Патреккел, Акчел, Элекçей Тимеш, Тỹскел, Ĕнел тата Елчĕк ачисем çак кун Тедди упа çурипе тата Милашка мулкач çурипе пĕрле юрларĕç-ташларĕç, ялти суту-илỹ çурчĕсем уйăрнă пылак çимĕçсемпе сăйланчĕç. Мероприятие вырăнти культура ĕçченĕсем те илемлетме пулăшрĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: ачасен савăнăçĕ пысăк.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code