Среда, 17 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Министр Елчĕксен ĕçĕпе кăмăллă юлчĕ

Министр Елчĕксен ĕçĕпе кăмăллă юлчĕ

Августăн 30-мĕшĕнче Елчĕк халăхне социаллă пулăшу паракан центрăн Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнчи ватăсемпе инвалидсем вăхăтлăх хỹтлĕх тупнă уйрăмĕнче Чăваш Республикин Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова, райадминистрацин пуçлăхĕ Леонард Левый, республикăн районĕсемпе хулисенчи ватăсемпе инвалидсем вăхăтлăх хỹтлĕх тупнă стационарсен ертỹçисем пулчĕç. Вĕсем чи малтанах стационарти пурнăç условийĕсемпе паллашрĕç, ватăсемпе курса калаçрĕç. Унтан министр Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнчи культура çуртĕнче республикăри хуласемпе районсенчи ватăсемпе инвалидсем вăхăтлăх хỹтлĕх тупнă стационарсен ертỹçисемпе ĕçлĕ канашлу ирттерчĕ.

Пуçтарăннисен умĕнче Çирĕклĕ Шăхальти ватăсемпе инвалидсем вăхăтлăх хỹтлĕх тупнă уйрăмăн ертỹçи Антонина Осипова сăмах илчĕ. Вăл канашлăва хутшăннисене хăй ертсе пыракан уйрăм ĕçĕ-хĕлĕпе тата кунта пурăнакансен пурнăç условийĕсемпе паллаштарчĕ. Стационарта паянхи кун 20 ватă (18 арçын та 2 хĕрарăм) хỹтлĕх тупнă. Çак шутран 1 тыл ĕçченĕ, 2-шĕ ĕç ветеранĕ, 9-шĕ — тĕрлĕ ушкăнри инвалидсем. Вĕсен кашнийĕн хăйĕн ăраскалĕ.

Стационарта пурăнмалли условисем питĕ лайăх. Илем тĕрлĕ тĕслĕ чечексемпе тулнă картишĕнченех пуçланать. Çакна килнĕ хăнасем те тỹрех палăртрĕç. Çурта тата ун таврашне хăтлăх кĕртес тесе çулсерен пысăк калăпăшлă юсав ĕçĕсем пурнăçласах пыраççĕ. Кăçалхи пысăк юсав ĕçĕсен шутне çурт умĕнчи картана тимĕррипе, 31 чỹречене пластикпа улăштарнине кĕртмелле. Ватăсем пурăнакан пỹлĕмсене, коридорсене юсасах тăнăран вĕсенче хăтлă.

— Çывăх вăхăтра мунча тăвассине плана кĕртнĕ. Малтанхине кивелнĕрен пăсрăмăр, — пĕлтерет ертỹçĕ.

Пысăк та туслă çемьене пăхса тăрассишĕн тăватă социаллă ĕçчен яваплă. Ватăсем кунне 4 хутчен апатланаççĕ, кашни эрнерех çăвăнса тасалаççĕ. Мунча евĕр ăшă душевой кабина хăйсем пурăнакан хутрах пулни те питĕ меллĕ.

— Пире ачисем евĕр пăхса асăрхаса тăраççĕ кунти ĕçченсем. Ырă ĕçĕсемшĕн тата чунĕсемшĕн, ăшă сăмаххисемшĕн ĕмĕр-ĕмĕр пархатарлă пулччăр, — çапла пиллеççĕ ватăсем ĕçченсене.

Сахал мар вăй-хал кирлĕ ватăсене пăхма. Кулленхи тĕп тивĕçе пурнăçланипе пĕрлех лайăх психолог пулмалла, кашнинех вăхăтра ăнланма пултармалла, чун хавалне упрама пулăшмалла, вырăнлă сăмах тупса йăпатмалла. Пысăк та туслă çемьере кашнийĕн хăйĕн характерĕ, пултарулăхĕ, интересĕ. Çавăнпа та кинемисемпе мучисен пушă вăхăтне тĕрĕс йĕркелесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çак тĕллевпех кунта тĕрĕ, шашка-шахмат тата ытти кружоксем ĕçлеççĕ. Юрлама юратакансенчен йĕркеленнĕ «Ахах» фольклор ушкăнĕн членĕсем уявсене хаваслăх кĕртнипе пĕрлех килен-каяна та хаваслă юрăсемпе савăнтараççĕ. Сывлăха тивĕçлĕ шайра тытса тăрас тĕллевпе физкультура хусканăвĕсем тумалли уйрăм пỹлĕм пур. Хаçат-журнал вулакансен йышĕ те пĕчĕк мар. Район хаçачĕпе «Елчĕк енпе» уйрăмах кăсăкланса паллашаççĕ. Кунта хăтлăх тупнă пĕрремĕш ушкăнри Юрий Гордеев инвалид хăй те хаçата çырать, пуçватмăшсем хатĕрлет. Антонина Осипова ертỹçĕ хăйĕн пуçарăвĕпе «Пурнăçа юрат» проект хатĕрленĕ. Вăл, пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыма, чун хавхаланăвне, чĕре пуянлăхне, ытти ырă енсене ỹстерме пулăшать.

Канашлура коронавирус чирĕ тепĕр хут алхасма пуçланине кура сыхлăх йĕркисене çирĕп пăхăнас тата ытти ыйтусене хускатрĕç.

Леонард Левый килнĕ хăнасене районти лару-тăрупа, вырма ĕçĕсем мĕнле пурнăçланса пынипе паллаштарчĕ.

Алена Елизарова министр тата килнĕ хăнасем стационарти лару-тăрупа кăмăллă юлчĕç, кунти работниксене малалла та тăрăшса ĕçлеме ырă сунчĕç. Алена Геннадьевна ĕçри нумай ырă енсене палăртнă май ыттисене те Елчĕксенчен тĕслĕх илме сĕнчĕ.

Тỹскелти «Шуçăм» фольклор ушкăнĕ канашлăва хутшăннисене илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code