Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Финанс пĕлĕвĕсен урокĕсем

Финанс пĕлĕвĕсен урокĕсем

1-9-мĕш классенче иртеççĕ. Аса илтеретпĕр, çак вĕренỹ çулĕнчен пуçласа Раççейри шкул программине финанс пĕлĕвĕн урокĕсене кĕртнĕ.

Пуçламăш шкулта финанс пĕлĕвĕн пайĕсем «Математика», «Окружающий мир» предмечĕсенче, 5-9 классенче «Обществознани», «Математика» тата «Географи» предмечĕсенче пулаççĕ.

Пĕрремĕш класран пуçласа шкул ачисене интернетри хăрушсăрлăх правилисене, çавăн пекех çемьен тупăш пайĕпе тăкакĕсене тишкерме, харпăр хăйĕн финанс планне йĕркелеме вĕрентеççĕ.

5-9 классенче предприниматель ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă хăрушсăрлăхсене хаклаççĕ, финанс организацийĕсен, ултавçăсен тĕрлĕ суя-ултав тĕсĕсемпе вĕсенчен сыхланмалли çул-йĕрсем пирки калаçаççĕ. Математика заданийĕсен пĕр пайне таварсен, пулăшу ĕçĕсен хакне, налуксен тытăмне тишкерессине халаллаççĕ, географи урокĕсенче вара çыннăн, çемьен пурнăç пахалăхне, финанс лару-тăрăвне палăртаççĕ.

Чăваш Енре 400 ытла шкулта финанс пĕлĕвĕн урокĕсем сентябрĕн 1-мĕшĕнчех иртнĕ. Унта экспертсене, финанс волонтерĕсене, тĕрлĕ специалистсене чĕннĕ.

Палăртса хăвармалла, Чăваш Республики финанс пĕлĕвне ỹстерес программăна пурнăçлассипе пилотлă регион шутне кĕнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code