Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрремĕш турнир

Пĕрремĕш турнир

Елчĕкри Спорт çуртĕнче Ĕнел ялĕнче пурăнакан Анатолий Анисимов парнисене çĕнсе илессишĕн кирепуканçăсен районти турнирĕ иртнĕ.

Ăмăрту пуçламăшĕнче Анатолий Алексеевича район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый саламланă. Вăл ветерансен тĕнче чемпионачĕсен икĕ хут кĕмĕл призерĕ, «Хыпар» хаçатăн Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвĕсен çĕнтерỹçи районти физкультурăпа спорта аталантарассинче пысăк тỹпе хывнине, сывă пурнăç йĕркине тытса пырассинче çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулнине палăртнă, Тав хучĕпе чысланă. Ăна çавăн пекех Германире çар службинче пулнă ветерансен районти Канашĕн председателĕ Николай Павлов тата ыттисем саламланă.

Атлетсем вара вунă ытла виçе категорийĕнче тупăшнă. Çĕнтерỹçĕсен йышне çаксем кĕнĕ: Илья Фомин, Александр Ефимов, Кирилл Федоров (Курнавăш шкулĕ), Тарас Пупин (Çĕнĕ Пăва), Владислав Дрожжин, Артем Савинов, Денис Герасимов (Çирĕклĕ Шăхаль), Матвейпа Дарья Петровсем, Илья Московский, Софья Галкина, Элина Маркова, София Соловьева (Елчĕк), Константин Матросов (Аслă Таяпа), Даниил Орлов, Арина Горшкова, Камилла Скворцова (Патреккел). Командăсен йышĕнче Патреккелсемпе Елчĕксем çĕнтернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code