Вторник, 31 января, 2023   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кĕлтеллĕ, тулăх кĕркунне

Кĕлтеллĕ, тулăх кĕркунне

Куç хăрать те, алă тăвать. Районти аграрисем çанталăк условийĕсене пăхмасăр вырма ĕçĕсен вĕçне тухса пыраççĕ. Кăçал та Елчĕксем пысăк тухăçлă тыр-пул çитĕнтерме пултарнине республика шайĕнче палăртасса малтанах пĕлсе тăратпăр. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче хальлĕхе 23000 ытла гектар çинчен 843482 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 1 гектартан вăтам тухăçĕ 36,6 центнерпа танлашать.

Ял хуçалăх организацийĕсенче кĕр тыррисене юлашки гектарсем çинче акаççĕ, ĕç планĕпе килĕшỹллĕн вăл 6900 гектартан кая мар пулмалла. Кĕр тыррисене «Прогресс» АХОра яланхиллех пысăк лаптăкра (1200 гектара яхăн) акса хăварнă. Вырăнти агрономи служби ку чухне вырма ĕçĕсене чылай хăвăртлатма тата кĕрхи культурăсенчен пысăкрах тухăç илме пулнипе сăлтавлать. Ĕç планĕнче кĕр тырри акма йышăннине Ленин ячĕллĕ, «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, «АСК-Яльчики», «Энтепе», «Авангард» ОООсенче, Кĕçĕн Таяпари Борис Головин хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче туллин пурнăçланă.

Пĕр вăхăтрах районĕпе илсен 1328 гектар çинчен (çав шутран 80 гектарĕ Валерий Смирнов фермерăн) кукуруза пухса кĕртмелле. «Уй-хир пики» валли «Прогресс» АХОра (250), «Яманчурино» ОООра (180),»Победа» ОООра (160) чи пысăк лаптăк уйăрнă. Хальхи вăхăтра «Победа» ОООпа «Сатурн» ЯХПКра (100) кукурузăран силос хатĕрлес ĕç вĕçленнĕ. Хĕл кунĕсенче ĕне выльăха тăрантарма ăна «Сатурнра» 3007 тонна, «Победăра» 1793 тонна траншейăсене хывнă.

Пулас тухăç кĕрхи суха ĕçĕсене вăхăтра пурнăçланинчен те нумай килет. Тĕрĕссипе, агротехника науки вĕрентнĕ тăрăх, августри çĕртме чи лайăххи шутланать. Кĕрхи суха ĕçĕсене кашни çул чи лайăх вăхăтра 100 проценчĕпех туса хăваракан хуçалăхсенче кашни çул пысăк тухăç илеççĕ.

Кăçал çак вăхăт тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче кĕрхи суха ĕçĕсене 8774 гектар (пĕтĕмпе сухаламалли лаптăкăн 40 процентне яхăн) пурнăçланă. Ĕç ытларах вăхăта тăсăлнин сăлтавĕ, паллах, вырмана каярах юлса тухнипе те çыхăннă ĕнтĕ. Апла пулин те каярах юлса тунă çĕртме сухи те чи паха çурхи сухаран лайăхрах пулнине çирĕплетеççĕ районти çĕр хуçисем. Çак шухăша тĕпе хурса юлнă шутлă кунсемпе тата уяр çанталăкпа усă курса пĕтĕм вăя çак ĕçе вĕçне çитерме ямалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code