Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ашшĕ-амăшĕн тивĕçне

Ашшĕ-амăшĕн тивĕçне

кирлĕ пек пурнăçламаннисене çул çитмен ачасен тата вĕсен правине хỹтĕлекен районти комиссин ларăвĕнче пăхса тухнă.

Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ, комисси председателĕ Марина Павлова ертсе пынă. Унта район прокурорĕн пулăшаканĕ Вероника Кузнецова хутшăннă.

Ашшĕ-амăшĕн тивĕçне тивĕçлипе пурнăçламан, документсăр транспорт рулĕ умне ларнă тĕслĕхсене пăхса тухнă май вĕсене штрафсем панă, асăрхаттарнă.

Çавăн пекех ларура райадминистрацин вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Вастулова çĕнĕ вĕренỹ çулне районти шкулсем криминаллă лару-тăруран, террортан сыхланса мĕнле ĕçсем туса ирттернипе паллаштарнă. Комисси секретарĕ Эльвира Молоствова тата Елчĕкри социаллă пулăшу паракан центр специалисчĕ Елена Каширина, районти полици пайĕн начальникĕн çумĕ Алексей Карабурнашев Пĕтĕм Раççейри «Шкула кайма пулăш» тата районти «Ачана шкула хатĕрле» акцисене хутшăнса мĕнле ĕçсем пурнăçлани пирки каласа панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code