Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Республикăри районсен больницисене «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн санитари автомобилĕсемпе тивĕçтернĕ, çав шутра Елчĕкри тĕп больницăна та «Лада-Гранта» йышши 2 автомобиль уйăрса панă.

— Тĕп больницăри ятарлă автомобиль паркĕ пуянлансах пырать. Маларах çакăн йышши машинăсене пирĕн района тăваттă уйăрса панăччĕ. Мобильлĕ тухтăр тата вакцинаци тăвас енĕпе ĕçлекен бригадăсем хальхи вăхăтра çак автомашинăсемпе тухăçлă усă кураççĕ. Халь кỹрсе килнĕ çĕнĕ техникăна участоксенчи тухтăрсене усă курма уйăрма шутлатпăр, — тет Надежда Уркова тĕп тухтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code