Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чун-чĕрин ăшшине хываççĕ

Чун-чĕрин ăшшине хываççĕ

Раççее хỹтĕлекенсене пулăшма халăхăн пĕр йышне мобилизацилеме тытăннăранпа аннесен ахаль те хавшак чун-чĕри, пушшех, канăçлă мар.

Районти хĕрарăмсем халĕ нумайăшĕ пĕр чăмăрта, вĕсем ывăл-тĕпренчĕкĕсен сывлăхĕшĕн чиркỹре хăватлă кĕлĕ сăмахĕсене вуланипе пĕр вăхăтрах пархатарлă ĕçе те хастар хутшăнаççĕ. Çак кунсенче районтан мобилизацилеме палăртакан салтаксем валли тĕрĕллĕ пĕчĕк тутăрсем хатĕрлессипе те вĕсем çак вăхăтченех тăрăшса тимлерĕç. Районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Лариса Васильева каласа кăтартнă тăрăх, тăрăшуллă амăшĕсем хăйсен пĕтĕм чун-чĕрин ăшшине парса кĕске вăхăтра 100 ытла пĕчĕк тутăр хатĕрленĕ. Хальхинче ку енĕпе Элекçей Тимешри (ялти хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи — Татьяна Никифорова), Хăвăлçырмари (Зинаида Михеева), Елчĕкри (Анна Гаврушова) амăшсем уйрăмах пуçаруллă пулнă.

Унсăр пуçне, укçа-тенкĕ пухасси те малалла пырать. Лариса Васильева та хăйĕн тỹпине хывнă.

Сăн ỹкерчĕкре: Элекçей Тимешри хастар хĕрарăмсем

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code