Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕр-аннемĕр пире тăрантарать те, тумлантарать те

Çĕр-аннемĕр пире тăрантарать те, тумлантарать те

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов иртнĕ эрнере пирĕн района ĕçлĕ тĕл пулупа килсе çитнĕ май «Слава картофелю — Яльчики» агрофирма» ОООра тата Курнавăшри Н.Гладков хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пулса курма кăмăл тунă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вара ял хуçалăх организацийĕсенче иккĕшĕнче те, кĕркуннехи уй-хир ĕçĕсене кирлĕ пек йĕркелесе пынине витĕр пĕлсе тăраканскер, министра пĕр иккĕленмесĕрех вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă.

Хресчен (фермер) хуçалăхĕнче ун чухне шăпах юлашки гектарсем çинчен çĕр улми кăларнă, çавна май ертỹçĕсем кунта ĕçлекенсемпе куçа-куçăн калаçма, вĕсен шухăш-кăмăлне те пĕлме пултарнă.

Кăçал çанталăк условийĕсене пула уй-хирти пур ĕç те, çав шутра çĕр улми кăларасси те, ăнăçлă çулхисемпе танлаштарсан, 3 эрнене яхăн каярах юлнă. Кĕрхи çанталăкăн ăсĕ кĕске пулнине лайăх ăнланакан фермер умри йывăрлăхсене пăхмасăр 40 гектар йышăнакан анари тухăçлă çитĕннĕ çĕр улмине тăкаксăр алла илме хăй умне çирĕп тĕллев илнĕ. Çакна тĕпе хурса вăл яваплă ĕçе пĕр харăс пысăк йыша (30 çынна яхăн) явăçтарнă. Вĕсене тивĕçлĕ шалу тỹленисĕр пуçне вĕри апатпа та тивĕçтернĕ. Ĕçлекенсем те, паллах, кăмăллă юлнă, шанса панă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă.

Н.Гладков фермер хуçалăхĕнче кăçал 1 гектар пуçне 300 центнер çĕр улми пухса кĕртнĕ. Ытти пахча çимĕç — кишĕрпе хĕрлĕ чĕкĕнтĕр те тухăçлă çитĕннĕ. Вĕсене те вăхăтра, тăкаксăр алла илнĕ. Халĕ çĕр улмипе пахча çимĕçе хĕл каçма управсене хывнă, ытлашшине сутнă.

«Слава картофелю — Яльчики» агрофирма» ОООра та Сергей Артамонов пуçласа пулмасть пулин те кашни хутĕнче кунта ĕçе пĕлсе йĕркеленипе кăмăллă юлать. Çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курса таса та паха вăрлăхлăх тата апат-çимĕçре усă куракан çĕр улмин тĕрлĕрен сорчĕсене çитĕнтерессипе ячĕ-сумĕ çĕршывĕпех сарăлнă ял хуçалăх предприятийĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене те 851 гектар çинчен пурĕ 4320 тонна, 1 гектар пуçне 50,8 центнер, пухса кĕртнĕ.

Пĕр вăхăтрах кунта çĕр пулăхне сыхласа хăварасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пусă çаврăнăшне çирĕп пăхăнаççĕ. Пĕрремĕш çулхине — çĕр улми, иккĕмĕш хутĕнче çурхи тулăпа донник акаççĕ. Кĕркунне тыррине çапса тĕшĕлеççĕ, донник хире юлать. Хĕл каçнă сидерат культурине июнь уйăхĕнче, вăл чечеке лариччен, сухаласа хăвараççĕ. Сидерат культурисем тăпрари паха элементсене тавăрма пулăшнине, унсăр пуçне, донник сиен кỹрекен кăпшанка, çĕр хуртне ĕрчеме паманнине кунта аван ăнланаççĕ.

Юрий Галкин ĕç тăвакан директор

Агрофирмăн ĕç тăвакан директорĕ Юрий Галкин ял хуçалăх министрĕпе район администрацийĕн пуçлăхне Эн Цефей сортлă кĕрхи тулă çитĕнекен 3-мĕш уя та кăтартнă. Кĕске туналлă кĕрхи тулă сивĕсем пуçланиччен çирĕп тымар яма ĕлкĕрнĕ. Специалистсем ахальтен мар пулĕ Эн Цефей сорт хĕллехи шартлама сивĕре те тỹсĕмлĕ пулнине çирĕплетеççĕ. Ял хуçалăх организацийĕнче кĕрхи культурăсене 330 гектар çинче акса хăварнă.

— Пысăк тухăç шантаракан кĕр тыррисене кашни çул кирлĕ таран лаптăкра акса хăваратпăр. Çакă çуркуннехи ака, вырма ĕçĕсене те самай хăвăртлатма май парать — çурма вăй пекех туйăнать, — тенĕ Юрий Галкин.

Сăн ỹкерчĕкре: Сергей Артамонов министрпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый «Слава картофелю — Яльчики» агрофирма» ОООн кĕр тыррисем çитĕнекен уйĕнче

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code