Вторник, 31 января, 2023   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Чăвашсен Чĕмпĕрти аваллăхĕн ытамĕнче

Чăвашсен Чĕмпĕрти аваллăхĕн ытамĕнче

Чылайранпа кайса курма ĕмĕтленнĕ шухăш-тĕллеве иртнĕ эрнере пурнăçа кĕртрĕмĕр. Яланах çапла çаврăнăçуллă пулмалла та: ĕмĕте нумай вăхăт шухăшра тытса тăмалла мар, çийĕнчех пурнăçлама майне-шывне тупмалла.

Юпа уйăхĕ яланхиллех хăйне евĕрлĕ илемлĕ çанталăкпа савăнтарать. Эпир çула тухнă кун сулхăн та ăмăр пулчĕ. Хĕвел хура пĕлĕтсем айне пытаннăччĕ пулин те сивĕ çумăр çуса пирĕн кăмăл-туйăма хуçмарĕ.

Инçе те мар иккен Чĕмпĕр Пăва хули урлă кайсан. Тỹрех ыйту сиксе тухать: Чăваш Енпе Ульяновск облаçне мĕн çыхăнтарать-ха? Паллах — Иван Яковлев еткерлĕхĕ.

Тутарстан тăрăхĕпе киленсе пынă май çул хĕрринчи тĕрлĕ йывăç посадкинчи тăкăнса пĕтеймен илемлĕ çулçăсен капăрлăхне, сухаланă анлă уй-хирсене сăнатăн. Тĕлĕнмелле кỹршĕсенчен: посадкăри кашни тĕм йывăçа шуратнă. Хитрен курăнса лараççĕ çỹле хăпарнă тирексем. Ульяновск чиккине çитсессĕнех кĕсье телефонĕнче сехет йĕпписем тăруках пĕр сехет маларах куçнине систерчĕç. Инçе те пурăнмастпăр, 1 сехет ытларах кăна каймалла юнашарти облаçе, çавах пирĕнтен 1 сехет маларах вашлаттарса пыраççĕ вĕсем. Асфальтлă çул хĕррипе хуп-хура хĕвелçаврăнăш уйĕсен лаптăкĕсем пĕрин хыççăн тепри тăрса юлаççĕ. Паха чĕртавара хура кĕркунне, шăнтсан кăна, пуçтарса кĕртнĕрен, ку ĕçе пуçăнайманччĕ-ха. Çул хĕрринчи ялсем ватăлса пыни, çĕр çумне лапчăннă йывăç пỹртсем ларни кирек камăн чунне те ыраттаратех. Хула инçе мартан чылайăшĕ тăван тăрăха юлса тарăн тымар яни те курăнать. Çĕнĕ çуртсем те пур.

Маларах Чĕмпĕрти паллă вырăнсемпе паллашма пырассине хамăрăн çывăх пĕлĕшсене каласа хунăран, пире чи малтанах Ульяновск хулинче пурăнакан Яманчỹрел хĕрĕ, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ, хулари «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн тата Раççей Журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ Роза Макарова кĕтсе илчĕ. Роза Владимировна И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне пĕтернĕ хыççăн Энтепе шкулĕнче ачасене вĕрентме пуçланă. Унтан шăпа ăна Чĕмпĕр тăрăхне илсе çитернĕ. Кунта вăл Чĕмпĕр-Ульяновск енĕн историйĕпе кăсăкланма пуçланă. Таврапĕлỹçĕ «И.Н.Ульянов тата унăн юлташĕсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ», «Чĕмпĕр кĕпĕрнин йĕркелỹçисен деятелĕсем XIX ĕмĕр вĕçĕнче-XX ĕмĕр пуçламăшĕнче», «Архив докуменчĕсемпе И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ (1848-1930)», «Чĕмпĕр-Ульяновск крайĕн историйĕ» темăсене тĕпченĕ. Унăн ĕçĕсем тĕрлĕ уйрăм изданисенче, сборниксенче, журналсенче нумай пичетленеççĕ. Тăван ялĕнче унăн амăшĕ — Елена Петровна Павлова пурăнать. Роза каланă тăрăх, хисеплĕ хĕрарăм район хаçатне юратса вулать, ăна тирпейлĕн пуçтарса пынăран пирĕн юлташ яла килмессерен район хыпарçипе тĕплĕн паллашать.

Хăватлă вăй паракан, çунат сарма пулăшакан вырăн

Ульяновск хулинче тăтăшах пулаймастпăр. Хама илес пулсан шкулта вĕреннĕ вăхăтра, çуллахи каникулта колхоз уй-хирĕнче тăрăшса ĕçленĕ ачасене, ятарласа Ульяновска В.И.Ленин мемориалне экскурсие илсе кайнăччĕ. Çапла хавхалантаратчĕç колхоз ертỹçисем çуллахи каникул вăхăтĕнче хуçалăх ĕçне тăтăшах хутшăнакансене. Автомашина кузовĕ çинче юрласа-кулса кайни, хулана çитсен 6 тенкĕлĕх мороженăй çини, В.И.Ленин музейĕнче пулни, анлă Атăл хĕрринче уçăлса ларни ĕмĕр асран тухмаççĕ.

Тепĕр 45 çултан кайнă çул çỹрев тỹрех «В.И.Ленин çĕршывĕ» патшалăх историпе мемориал музей-заповедникне кĕрекен «Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ. И.Я.Яковлев хваттерĕ» музейран пуçланчĕ. Стена çинче «Кунта 1876-1922 çулсенче чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, Чĕмпĕрти чăваш учителĕсен шкулне уçаканĕ тата ăна ертсе пыраканĕ Иван Яковлевич Яковлев ĕçленĕ» тесе çырса хунă стела вырнаçтарнă. Унăн алăкне уçса кĕрсенех чунра темле ырăлăх хуçаланма пуçларĕ, хавхалану çуратрĕ. Епле хĕпĕртемĕн: эпир чăвашсене çутта кăларнă, чăваш алфавичĕпе пĕрремĕш букварьне хатĕрленĕ, чăвашсен фольклорне пуçтарса йĕркеленĕ, чăвашла пĕрремĕш учебниксем хатĕрленĕ, наци шкулне уçнă пултаруллă педагог Иван Яковлев уçнă шкулта. Кунтан вĕренсе паллă çын пулса тăнă Константин Иванов поэт, Федор Павлов композитор, Иоаким Максимов-Кошкинский режиссер, Марфа Трубина çыравçă тата ыттисем утса çỹренĕрен вĕсен сăнарĕсем куç умне тухса тăраççĕ. XXI ĕмĕрте пурăнатпăр пулсан та XIX ĕмĕрти хĕрлĕ кирпĕчрен тунă çуртсем çирĕппĕн лараççĕ. Тĕлĕнмелле, ăçта, мĕнле мелпе туса кăларнă-ши çирĕп кирпĕчне, мĕнле маçтăрсем купаланă-ши, епле хăйне евĕрлĕ илемлĕ. Кунтах арçын ачасен, учительсен шкулĕ, хĕр ачасен уйрăм çурт-шкулĕ. 1917 çул тĕлне çак вĕренỹ заведенийĕ 1200 ытла вĕрентекен кăларнă, вырăс мар халăхсене çутта кăларас ĕçре пысăк тỹпе хывнă. Ачасем алă ĕçне вĕреннĕ мастерской та, учительсем пурăннă çурт та йĕркеллех лараççĕ. Кунтах Мускав патриархачĕ, Раççей чăн тĕн чиркĕвĕ, Чĕмпĕр тата Мелекесс епархийĕн Таса сывлăш апостолсем çине аннă ятпа лартнă чиркỹ вырнаçнă. Вăл 1885 çулта чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлев тăрăшнипе уçăлнă. Унăн тимĕр алăкне чăваш тĕррисемпе илемлетнĕ. Стена çинче Иван Яковлевăн халалĕнчи сăмахсене çырса хунă: «…Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр».

Çулла музей-заповедник территорийĕ тата хитре пулни тỹрех паллă. Халĕ хăш-пĕр пахча лаптăкĕсене чавса тирпейлеме ĕлкĕрнĕ, теприсенче вара сивĕрен хăраман чечексем илем кỹреççĕ.

«Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ. И.Я.Яковлев хваттерĕ» музей 9 сехетрен пуçласа 17 сехетчен ĕçлет. Тунтикун — кану кунĕ. Пире наука сотрудникĕ Татьяна Батаева, экскурсоводпа музея асăрхаса тăракансем ăшшăн кĕтсе илчĕç. Вăхăтĕнче çакăнта ĕçленĕ Роза Макарова музей пирки питĕ лайăх пĕлет, интереслине нумай каласа пама пултарать.

Хальхи вăхăтра музейра «И.Я.Яковлев çемйин мемориал хваттерĕ», «Чĕмпĕрти чăваш учителĕсен шкулĕн мемориал класĕ», «XIX ĕмĕр вĕçĕнчи — XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăвашсен культурипе кулленхи пурнăçĕ» экспозицисем, «Чĕмпĕрти чăваш учителĕсен шкулĕн историйĕ»,»Çĕршыв историйĕнчи А.В.Жаркевич тата унăн çемйи» документлă экспозицисем йĕркеленĕ.

И.Я.Яковлевăн мемориал хваттерĕн экспозицине 1991 çулта уçнă. Вăл Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн виççĕмĕш хутĕнче вырнаçнă. Аялтисенче хĕр ачасен училищин вĕренỹ класĕсем, çывăрмалли пỹлĕмĕсем, наставницăн пỹлĕмĕ пулнă. 1998 çулта вĕренỹ класĕсене çĕнетнĕ, шкул мастерскойĕнче ăсталанă партăсем, вĕренỹ пособийĕсем, таблицăсемпе кĕнекесем вырăн тупнă. 2003 çулта тепĕр экспозици — Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăвашсен этнографи кĕтесĕ уçăлнă. 2010 çулта унчченхи ачасен пỹлĕмĕнче И.Я.Яковлевăн несĕлĕсене халалланă ятарлă пỹлĕм йĕркеленĕ. 2015 çулта иккĕмĕш хутра тахçан вĕренỹ класĕсем пулнă çĕрте Чĕмпĕрти чăваш учителĕсен шкулĕн историйĕн экспозицийĕсене вырнаçтарнă. Кунтах вĕренекенсен шкулта хăйсене мĕнле тытмалли правилăсене типтерлĕн çакса хунă. Эпир пурте илтнĕ-пĕлекен Алексей Рекеев чăннипех те паллă вĕренекен пулни курăнать. Шкулти йĕркелĕхшĕн ăна шаннă. Прихутпа расхут кĕнекине те Кивĕ Эйпеç шкулĕнче, чиркĕвĕнче ĕçленĕ А.Рекеев йĕркелесе пынă. Йĕрке 18 çирĕп пунктран тăрать. Хăшĕ-пĕри паянхи шкул ачисемшĕн те питĕ вырăнлă та… Ахальтен мар 1868 çулта уçнă вĕренỹ заведенийĕ Раççейĕн нумай нациллĕ кĕпĕрнисен центрĕ шутланнă. Ульяновскра Иван Яковлевичăн еткерлĕхне тивĕçлипе упраççĕ.

Яковлевсен хваттерĕнчи экспонатсем хăйне евĕрлĕхĕпе илĕртрĕç. Кашни япалара вĕсем пурăннă вăхăт сывлăшĕ хуçаланнăн туйăнать. Хĕрлĕ йывăçран тунă сĕтел-пукан, вырăн таврашĕ, савăт-сапа… Кунта вĕреннĕ хĕр ачасем хăйсен аллипе ăсталанă тĕрлĕ япаласене Иван Яковлевичăн мăшăрне — Екатерина Алексеевнăна парнеленĕ. Вăл хĕр ачасен уйрăмне ертсе пынипе пĕрлех вĕсене çыхма, çĕлеме, тĕрлеме… вĕрентнĕ. Чылайăшĕ упранса юлни калама çук пысăк пуянлăх.

Музей йĕркеленĕ май Яковлевсен мăнукĕсем те хăйсен мухтавлă çыннисен япалисене чылай парнеленĕ. Тата çакна палăртмасăр иртес килмест: чăвашсен вĕрентỹçин хваттерĕнчи каланкка пирĕн редакцинчисемпе пĕр пекех. Апла пулсан пирĕн çурт та хăйне майлă музей мар-и? Ун пек каланккасене урăх тĕл пулаймăн ĕнтĕ тинех.

Кăçал «Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ» музей тепĕр экспонатпа — «Ă» сас паллин палăкĕпе пуянланнă. Ăна кунти картишне вырнаçтарнă. Çак ырă шухăш такама мар, пирĕн ентеше, чылай вăхăт Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономине ертсе пынă Олег Мустаев пуçне пырса кĕнĕ. Олег Николаевич чăваш çырулăхне йĕркелесе янăранпа 150 çул çывхарса пынă май çĕнĕлĕх кĕртес тесе ăнтăлнă. Хăйĕн шухăшĕ пирки Виктор Егоров (Аванмарт) скульпторпа канашланă та çак палăка тăвас çул çине тăнă иккĕшĕ.

Паллах, палăка тăвасси йỹне ларман. Унта Чĕмпĕрсем кăна мар, Чăваш Енĕн çыннисем те хăйсен пысăк тỹпине хывнă. Елчĕксем те пухмача укçа-тенкĕпе пуянлатнă.

Чăваш çырулăхне халалланă палăка шăпах Акатуй кунĕнче уçнă. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, Ульяновск облаçĕн губернаторĕ Алексей Русских тата ытти официаллă çынсем хутшăннă.

«Ă» сас паллин палăкĕ çумĕнче ăнлантарса пани те пур. «Ă» — чăваш алфавичĕн иккĕмĕш сас палли. Вăл чăваш калаçăвне, çырăвне уйăракан паллă. Палăк тăватă пайран тăрать: пĕрремĕшĕ — (Ă тăрри) — хĕвел, иккĕмĕшĕ — сăрт, виççĕмĕшĕ — çĕр, вĕсене килĕшỹ палли çыхăнтарса тăрать. Палăка мраморпа бетон хутăшĕнчен ăсталанă. Унăн икĕ енĕпе те пысăк чулсем выртаççĕ: пĕринче — араб, тепринче руна паллисем ỹкернĕ.
Пĕр килнĕ чухне хула паркĕнчи Иван Яковлев палăкĕ умĕнче те пуç тайрăмăр.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

Валентина КИРИЛЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code