Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕмĕтсем — малаллах

Ĕмĕтсем — малаллах

Курнавăш ялĕн хастарĕ Николай Гладков — вырăнти «Нива» агрофирма» ООО директорĕ, пĕр вăхăтрах хресчен (фермер) хуçалăхĕн ĕçне те тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пыма май тупать.

Кăçал çанталăк условийĕсене пула çур аки, вырма ĕçĕсем каярахри вăхăта юлнă пулсан та «Нива» агрофирма» ОООри тыр-пул ăстисем 700 гектар çинче акса хăварнă пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене тăкаксăр алла илнĕ. Палăртнă лаптăкра çийĕнчех кĕрхи çĕртме ĕçĕсене туса хăварнă. 250 гектар лаптăкра тухăçлă çитĕннĕ рапса та вăхăтра пухса кĕртнĕ.

Хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи ĕçсем — çĕр улми, пахча çимĕç пухса кĕртесси те кал-кал пулса пынă. Вĕсем тухăçлă çитĕнни, пушшех, тата тăрăшса вăй хума ытларах хавхалану кỹнĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: Николай Гладков ытарайми уй-хир ытамĕнче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code