Ноябрĕн 10-мĕшĕнче Право хуралĕн органĕсенче тăрăшакансем хăйсен професси уявне — Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕн кунне паллă турĕç.
Полици сотрудникĕсем шаннă тивĕçе чыслăн пурнăçлаççĕ, районти йĕркелĕхпе саккунлăха, граждансен лăпкăлăхне, вĕсен прависемпе интересĕсене хỹтĕлеççĕ. Уяв умĕн эпир ЧР ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕкри полици пайĕн начальникĕпе Илнур Минигалиевпа курса калаçрăмăр.
— Илнур Шеукетович, чи малтанах вулакана хăвăрпа паллаштарсамăр.
— Эпĕ 1991 çулта Комсомольски районĕнчи Тукай ялĕнче çуралнă, унтах пурăнатăп. Шкул хыççăн Йошкар-Ола хулинче ракета çарĕсенче службăра тăнă. 2011 çулта ЧР ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕнче ĕçлеме пуçланă. Чи малтанах айăпçăсене вăхăтлăх тытакан изоляторта хуралта тăнă. Куçăмсăр майпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра юридика факультетĕнче вĕреннĕ. 2015-2017 çулсенче полицин участокри уполномоченнăйĕ пулнă. 2017 çултан — уголовлă шырав уйрăмĕн оперуполномоченнăйĕ, каярах аслă оперуполномоченнăй, аслă опер пулма шаннă. 2021 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнче ЧР ШĔМĕн Министрĕн В.Шметковăн хушăвĕпе килĕшỹллĕн районти полици пайĕн начальникĕ пулма шанчĕç. Çемьеллĕ, мăшăрпа 2 ача çитĕнтеретпĕр.
— Мĕн калама пултаратăр Елчĕк халăхĕ пирки?
— Елчĕк халăхĕ пирки пĕтĕмлетсе çакна калама пулать: вăл тараватлă, ĕçчен, ответлăха çирĕп туять, туслăха хаклама пĕлет.
— Миçе сотрудник тăрăшать хальхи вăхăтра районти полици пайĕнче?
— Полици пайĕнче уголовлă шырав, следствипе дознани, экономика преступленийĕсемпе, çул çитменнисемпе ĕçлекен, участоксенчи уполномоченнăйсен, дежурство, штаб уйрăмĕсем, миграци службисем ĕçлеççĕ. Пурĕ 34 сотрудник тăрăшать пайра. Вĕсенчен кашниех хăйне шаннă тивĕçе тĕплĕн пурнăçлать.
— Полици пайĕн 10 уйăхри ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ май мĕн калама пултаратăр?
— Пирĕн ĕçре профилактика ĕçĕ-хĕлĕ тĕп вырăн йышăнать. Полици пайĕн ĕçченĕсем преступленисен шутне чакарас, граждансен прависемпе интересĕсене хỹтĕлес, обществăлла вырăнсене лăпкăлăхпа тивĕçтерес, пурлăха упрас, терроризмран тата ытти киревсĕр пулăмсенчен асăрханас тĕллевпе профилактика ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Çак тĕллевпе рейдсемпе операцисем йĕркелетпĕр, халăхпа курса калаçатпăр. Ĕç коллективĕсене çитсе, хуçалăхсенче пулса профилактика кунĕсем ирттересси йăлара. Ку ĕçре пире ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ял тăрăхĕсенче йĕркеленнĕ профилактика канашĕсем, халăх дружинин членĕсем пулăшса пыраççĕ. Кăçалхи 10 уйăхра район территорийĕнче 76 преступлени тунине тупса палăртнă (иртнĕ çулхи çак тапхăрта — 68). Преступленисене пĕтĕмĕшле уçса параслăх 88,7 процентпа (92,2 процент) танлашнă. Асăннă тапхăрта уйрăмах йывăр, ушкăнпа, çул çитменнисем тунă преступленисем пулман. Чакнă преступленисен шутĕнче йывăр, ют пурлăха вăрласси, урамра тунисем. Çав вăхăтрах пысăках мар, вăтам йывăрлăхлă, контактсăр мелпе ют пурлăха вăрлассипе çыхăннă, обществăлла вырăнта, ĕçлеменнисем, маларах преступлени çулĕ çине тăнисем, ỹсĕрле тунă преступленисем ỹснĕ.
— Интернет çыхăнăвĕ урлă ултав тỹсекенсем пирки уйрăм ыйту.
— Çапла. Юлашки çулсенче çын шанăçĕпе усă курса преступлени çулĕ çине тăракансен шучĕ ỹссех пырать. Вĕсен серепине тĕрлĕ тытăмра ĕçлекенсем лекеççĕ. Информаци технологийĕсемпе усă курса кăçал 11 преступлени (иртнĕ çулхи çак тапхăрта — 7) тунине регистрациленĕ. Çав шутран банк картти çинчен укçа-тенкĕ вăрлассипе çыхăннă 1 преступленине (4), банк карттин счечĕ çинчен ултавлă майпа укçа куçарса илессипе 10 (3) преступлени регистрациленĕ. Телефонпа шăнкăравлакан паллă мар çынсенчен хур тỹснĕ тĕслĕхсем, палламан çынсемпе калаçмалла марри пирки халăха ăнлантарсах тăратпăр пулсан та, ултавçăсенчен шар куракансем тупăнсах пыраççĕ. Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче пурăнакан пĕр арçын хăйсене банкăн хăрушсăрлăх службин ĕçченĕсем тесе паллаштарнă паллă мар çынсемпе телефонпа калаçнă. Унăн уйрăм кабинетĕнче ют телефон номерне çырса хунине, ăна улăштармаллине хыпарланă вĕсем, банк карттин тỹнтер енне çырса хунă кодне ыйтнă. Арçын пĕр тăхтаса тăмасăр çак цифрăна пĕлтерсен преступниксем ун ячĕпе 240 пин тенкĕ кредит илнĕ те, урăх çыхăнăва тухман, шăнкăравласан хуравламан. Тепĕр тĕслĕхре вара яваплă должноçра ĕçлекен ертỹçĕ улталаннă. Вăл хăйĕн патне ертỹçĕ вырăнне хурса шăнкăравланă преступнике çăмăллăн ĕненнĕ, 80 пин тенке яхăн укçине кĕске вăхăтра ун счечĕ çине куçарса панă. Кун евĕр тĕслĕхсем тата та пур.
Майлă самантпа усă курса халăха теприн йăнăшне курса ултавран упранма, палламан çынсемпе калаçасран, хăйсене пырса тивекен мĕнле те пулин информацие ултавçăсене пĕлтересрен асăрханма ыйтатăп.
— Çул çитменнисем тунă преступленисене 100 процент таран чакарма пултарни профилактика ĕçне çỹллĕ шайра пурнăçланине çирĕплетет.
— Инспекторсем профилактика учетĕнче тăракан, йывăр, тулли мар, ăнăçсăр çемьесенче çитĕнекен ачасен килĕсенче час-часах пулса пурнăç условийĕсемпе паллашсах тăраççĕ, шкулсенче пулса воспитани темипе, наркомани е ытти киревсĕр йăласен сиенĕ пирки калаçусем ирттереççĕ, ашшĕ-амăшĕпе курнăçаççĕ, ачисене воспитани парасран пăрăнакансене тимлĕхре тытаççĕ. Кăнтăрлахи, каçхи тата çĕрлехи вăхăтсенче ятарлă рейдсем йĕркелесси те йăлара. Ачан аслисен çирĕплĕхне туймалла. Çакă ăна киревсĕр çул çине тăрасран упрать.
— Уяв ячĕпе мĕн каланă пулăттăрччĕ?
— Полици сотрудникĕсене пурне те тỹсĕмлĕх сунатăп. Пирĕн саккуна пăсакансен çулне пỹлме яланах хатĕр пулмалла, палăртнă тĕллевсене тивĕçлипе пурнăçласа халăха малашне те лăпкăлăхпа тивĕçтермелле. Пайра тăрăшакан кашни сотрудника тата вĕсен çемйисене, шалти ĕçсен органĕн ветеранĕсене уяв ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх, ĕçре — ăнăçусемпе çитĕнỹсем, çемьере килĕшỹпе татулăх сунатăп.
Е.ПЕТРОВА.