Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Сыхлăха вăйлатмалла

Сыхлăха вăйлатмалла

Район администрацийĕнче террора хирĕçле комиссин ларăвĕ иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — райадминистрацин капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ, комисси председателĕн çумĕ Николай Петров ертсе пынă.

Чи малтанах райадминистрацин ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин сăмах илнĕ — район территорийĕнче медицина тата фармацевтика ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă объектсене хỹтлĕхпе тивĕçтерес, вĕсене ушкăнлас тата шута илес ĕçе вĕçлес ыйтусене çĕкленĕ Виталий Максимович. Малалла террорла актсене хирĕç тăрас, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйтусене тишкернĕ.

Ларăва пĕтĕмлетнĕ май Николай Петров çапла палăртнă:

— Паянхи лăпкă мар лару-тăрура кирек хăш объектра та, уйрăмах халăх йышлă пулакан вырăнсенче, хỹтлĕхе вăйлатмалла. Терроризм тата экстремизм сĕмĕллĕ преступленисене пирĕн тăрăхра шута илмен, ку енĕпе пирĕн Чăваш Ен лăпкă регионсенчен пĕри пулсан та тимлĕхе çухатма тата лăпланса ларма юрамасть, профилактика ĕçĕсене пурнăçласа пымалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code