Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Пултаруллă хĕр ача

Пултаруллă хĕр ача

Районти яш-кĕрĕм Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен кунне тулли кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Пĕрисем вĕренỹре, теприсем ĕçре пысăк ỹсĕмсем тăвас тесе малалла талпăнаççĕ.

Чăваш Республикин Президенчĕн 1999 çулхи августăн 23-мĕшĕнчи «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятран паракан стипендине çирĕплетесси» указĕпе килĕшỹллĕн вĕренỹре палăракан, пĕтĕм тĕнчери, пĕтĕм Раççейри, республикăри турнирсемпе смотрсенче, пултарулăх конкурсĕсенче, предмет олимпиадисенче çĕнтернĕ 25 шкул ачине кашни çулах ятран палăртса стипенди уйăраççĕ. Кăçалхи стипендиатсен йышне Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти Алина Ильина та кĕнĕ. Алина кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çитес çулхи августăн 31-мĕшĕччен кашни уйăхра 400-шер тенкĕ илсе тăрать.

Пултаруллă хĕр ача 10-мĕш класра вĕренет. Çавăн пекех вăл ЧР Пуçлăхĕн ятарлă стипендине те тивĕçнĕ.

М.ВАСТУЛОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: А.Ильина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code