Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Леонард Левый — Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ

Леонард Левый — Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ

Ĕнер Елчĕк муниципаллă округĕн депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ. Тĕп ыйту Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхне суйласси пулчĕ.

Малтан конкурс комиссийĕнче 2 кандидат должноçа йышăнма пултарассине пĕлтернĕ.

Депутатсем муниципалитет округ пуçлăхне уçă сасăлавра палăртрĕç. Пурте пĕр саслăн Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ пулма Леонард Левыя суйларĕç.

Леонард Васильевич депутатсене хăйне яваплă ĕçе шаннăшăн тав турĕ, малашне те тăван район аталанăвĕшĕн пĕтĕм вăйне парса вăй хума шантарчĕ. Пуху ĕçне хутшăннă Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова та Леонард Васильевича район, республика пуласлăхĕшĕн иксĕлми вăй-халпа ĕçлеме ăнăçу сунчĕ.

…Леонард Левый муниципалитет ĕçĕнче çĕнĕ çын мар. Вăл 2020 çулхи ноябрĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа çак вăхăтченех район администрацийĕн пуçлăхĕ, маларах район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ… пулнă. Декабрĕн 20-мĕшĕнчен тытăнса вăл муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнĕ.

Кун йĕркипе килĕшỹллĕн депутатсем тĕп документа — Елчĕк муниципалитет округĕн Уставне йышăннă.

Пухура тĕрлĕ отрасльте ĕçлесе тивĕçлĕ тỹпе хывакан çынсен тĕлĕшĕпе награда материалĕсене те пăхса тухнă.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code