Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > «Хăрушсăр çулсем»

«Хăрушсăр çулсем»

Районти шкулсенче вĕренекенсем Пĕтĕм Раççейри «Хăрушсăр çулсем» онлайн-олимпиадăна хутшăнаççĕ.

Ноябрь уйăхĕнче «Учи.ру» платформа çинче иртекенскере 1-9-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнма пултараççĕ.

Олимпиадăна регистраци çак ссылкăпа уçăлать: https:ỸỸdorogi.uchi.ru. Интерактивлă заданисене пурнăçлама 60 минут параççĕ.

— Эпир олимпиадăна хаваспах хутшăнтăмăр. Кунти ыйтусем çине тĕрĕс хуравлани пире пурнăçра та пулăшса пырĕ, çул-йĕрĕн правилисене пĕлме май парĕ, — палăртаççĕ Елчĕк шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Влада Сладкинăпа Анастасия Горшкова.

Ольга КУЗЬМИНА,
директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code