Пятница, 27 января, 2023   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ылтăн алăллă Шура

Ылтăн алăллă Шура

Чăваш хĕрарăмĕ мĕн авалтан ал ĕçĕпе кăсăкланнă. Çыхас-тĕртес ĕçсемсĕр пуçне вăл тĕрĕ тĕрленĕ.

Чăваш тĕрринче тăван халăхăн пуян историйĕ упранать. Вăл çав тери илемлĕ-çке. Унăн хитрелĕхĕ нихăçан та çухалмасть. Çак асамлăхпа ăсталăха ламран-лама куçарас тесе тăрăшаççĕ те пирĕн ялти хĕрарăмсем.

Курнавăшри хĕрарăмсем тĕрĕ тĕрлес енĕпе тах-çантанпах чапа тухнă. Ĕлĕкех хĕр упраç качча кайнă чухне хăйĕн тĕррисене туй халăхĕ курмалла стена çине çакса хунă. «Курăр, епле маттур, ылтăн алăллă хĕр качча тухать», — тенĕ ваттисем ун чухнех нумай тĕрĕллĕ кинсене.

Вырăскассинче çуралса ỹснĕ Александра Кузнецова — тĕрĕ ăсти. Вăл Елчĕкри газ заправкинче тăрăшать. Мăшăрĕпе икĕ ача ỹстерсе вĕрентсе кăларнă. Халĕ мăнукĕсене те тĕрĕ ăсталăхне хăнăхтарать. Ытти ял хĕрарăмĕсем пекех Александра тирпейлĕ те ĕçчен хĕрарăм. Кил хуçалăхĕнче пахча çимĕç нумай ỹстереççĕ, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Тăванĕсемпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Кузнецовсен йышĕ пĕчĕк мар. Ăшпиллĕ хĕрарăм çепĕç кăмăллă. Тĕпри кин хуларисене яланах тарават.

— Пушă вăхăт тупăнсанах тĕрлеме ларатăп. Вара вăхăт иртсе кайнине те сиссе юлаймастăп, — тет вăл. — Тĕрĕ маншăн чун киленĕçĕ.

Р.ГОРШКОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: А.Кузнецова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code