Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мухтавлă ентешĕмĕрсем

Мухтавлă ентешĕмĕрсем

Паян районăн 95 çулхи юбилейне паллă тăватпăр. Унăн историне çыракансем, паллах, унăн мухтавлă çыннисем — таса та тỹрĕ кăмăлпа ĕçлесе чапа тухнисем тата халĕ те хăйсен пĕтĕм вăй-халне шеллемесĕр район аталанăвĕшĕн тăрăшакансем. Паянхи кун вĕсене асăнмасăр мĕнле иртĕн? Ентешĕмĕрсемпе эпир чăннипех те мăнаçланатпăр: виçĕ Совет Союзĕн Геройĕ — С.А.Андреев, А.Ф.Беляев, Н.П.Иванов, тăхăр Социализмла Ĕç Геройĕ — В.В.Зайцев, М.Д.Лаврентьева, И.А.Михайловский, В.А.Никитин, А.Е.Петрова, В.Г.Свеклов, Г.И.Емельянов, Н.И.Панкратов, Е.И.Васильева, СССР халăх учителĕ — П.Н.Чернов, Г.Н.Волков, Х.М.Миначев, И.Н.Никитин академиксем, А.В.Сайкин генерал-лейтенант, Р.П.Баранов генерал-майор, А.В.Игнатьев, В.В.Андреев, Ю.Г.Ильин олимпиецсем, Чăваш халăх артисчĕсем — И.О.Молодов, М.Г.Бикулова, И.И.Христофоров, В.И.Музыкантова, В.В.Христофоров, Чăваш халăх художникĕ В.И.Агеев тата ыттисем те.

Ентешĕмĕрсен ырă та пархатарлă тĕслĕхĕсене мала хурса Елчĕк халăхĕ паянхи кун пултарулăхпа палăрать, тухăçлă ĕçлесе тыр-пул çитĕнтерет, вĕренỹре, культурăра, спортра тата ытти сферăра пысăк çитĕнỹсем тăвать. Унăн ытарайми çыннисен хастарлăхне пула районăмăр республикăра малтисен ретĕнче тăрать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code