Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республика конкурсĕнче

Республика конкурсĕнче

Шупашкарта «Çулталăкри çемье-2022» конкурс иртнĕ.

Финалта муниципалитетсенче мала тухнă 23 çемье тупăшнă. Пирĕн район чысне Кивĕ Эйпеçри Казаковсен çемйи хỹтĕленĕ. Çемье пуçĕ Валерий Филаретович суд приставĕн уйрăмне ертсе пырать. Мăшăрĕ, Татьяна Дмитриевна, суд тытăмĕнче тăрăшать. Туслă çемьере виçĕ ача çитĕнет. Асли, Арсений, Мускаври Бауман ячĕллĕ патшалăх техника университечĕн 1-мĕш курс студенчĕ. Игорьпа Виктория Елчĕк шкулĕнче 10 тата 6 кадет класĕсенче вĕренеççĕ.

Казаковсем общество пурнăçĕнче те хастар.

Сăн ỹкерчĕкре: Казаковсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code