Понедельник, 9 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ ĕçе пуçăнчĕ

Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ ĕçе пуçăнчĕ

Район администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче Чăваш Республикин Елчĕк муниципалитет округĕн Депутачĕсен пухăвĕн пĕрремĕш суйлавĕн депутачĕсен черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, райадминистрацин структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç. Пухăва Елчĕк муниципалитет округĕн Депутачĕсен пухăвĕн председателĕ Вячеслав Сядуков ертсе пычĕ.

Лару пуçламăшĕнче Вячеслав Сядуков Леонард Левыя çак кунран Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн должноçне йышăннă ятпа саламларĕ. Леонард Васильевич депутатсене хăйне шаннăшăн тав сăмахĕ каларĕ. Ĕçĕ-хĕлĕн тĕп çул-йĕрĕсене палăртнă май вăл районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне, халăхăн пурнăç пахалăхне ỹстерсе пырассинче малашне те тивĕçлĕ тỹпе хывма шантарчĕ.

— Районăн аталанăвĕнчи курăмлă ĕçсем ушкăнпа ĕçленипе пулса пыраççĕ. Çакна эпĕ пĕрлехи çирĕп командăра, депутат корпусĕпе, районти предприятисемпе тата организацисемпе, халăхпа тачă çыхăнса ĕçленинче куратăп, пĕрлехи ĕçшĕн пурне те тав тăватăп, — палăртрĕ Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ.

Леонард Васильевич çавăн пекех Елчĕк район Депутачĕсен пухăвĕн председателĕнче, район пуçлăхĕнче тăрăшнă, Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçланă Алина Васильевăна тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлпа туса пынăшăн тав сăмахĕ каларĕ, савăнăçлă лару-тăрура ăна «Елчĕк районне — 95 çул» юбилей медальне парса чыс турĕ.

Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 23 ыйтăва пăхса тухрĕç. Чи малтанах вĕсем «Елчĕк районĕн 2022 çулхи тата планпа пăхнă 2023, 2024 çулĕсенчи бюджечĕ çинчен калакан» йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç. Халăх суйлавçисем çавăн пекех Аслă Елчĕк, Аслă Таяпа, Çирĕклĕ Шăхаль, Лаш Таяпа, Кĕçĕн Таяпа, Курнавăш, Елчĕк, Тăрăм, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсен Депутачĕсен пухăвĕсен 2022 çулхи тата планпа пăхнă 2023, 2024 çулĕсенчи бюджечĕ çинчен калакан йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртрĕç. Район администрацийĕн юрист службин пайĕн начальникĕ Татьяна Филимонова Елчĕк районĕнчи ял тăрăхĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсен полномочийĕсене пурнăçласси çинчен калакан проектпа паллаштарчĕ, депутатсем тивĕçлĕ йышăну турĕç.

Малалла депутатсем Елчĕк муниципалитет округĕн муниципалитет харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкĕсене суту-илỹсĕр тара панă çĕр укçин виçине палăртмалли йĕркене, муниципалитет çĕр тĕрĕслевĕ çинчен, уйрăмах пысăк тимлĕхри çут çанталăк территорийĕсене муниципалитет тĕлĕшĕнчен тĕрĕслесси çинчен, автомобиль транспорчĕ, хулари çĕр çинчи электричество транспорчĕ тата çул-йĕр хуçалăхĕнчи, муниципалитетăн пурăнмалли çурт-йĕр тĕрĕслевĕ çинчен, Елчĕк муниципалитет округĕнчи муниципалитет служби çинчен калакан тата ытти чылай Положение улшăнусем кĕртрĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code