Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Вăхăтра тĕрĕсленмелле

Вăхăтра тĕрĕсленмелле

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн çын сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе тĕрлĕ çул-йĕр палăртнă. Вĕсенчен пĕри — диспансеризаци. Профилактика медицина тĕрĕслевĕн çак тĕсне çынсем хăйсем шутлама та пултарайман чирсене малтанхи вăхăтра тупса палăртас тата асăрхаттарас тĕллевпе ирттереççĕ. Çапла майпа диспансеризаци витĕр тухни нумай пациент пурнăçне çăлса хăварма пулăшать.

Тĕрĕслевсен кирлĕлĕхне районта пурăнакансенчен чылайăшĕ аван ăнкарать. Çавăнпа ăна вăхăтра тухма тăрăшать.

2022 çулта çул ỹсĕмне кура районта пурĕ — 4835, çав шутра коронавируспа чирлесе ирттернĕ 1090 пациент хăйсен сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслеттернĕ, 764 çын профилактика тĕрĕслевĕ витĕр тухнă.

Кирек хăш чир те малтанхи тапхăрта паллăсăр аталанать. Тĕслĕхрен, чĕре тымарĕпе шыçăсем, сахăр диабечĕ, ытти хăрушă чирсем. Апла пулсан пĕр тăхтаса тăмасăр сывлăха тĕрĕслемелле. Чире мĕн чухлĕ маларах тупса палăртатăн, унран çавăн чухлĕ маларах хăтăлма та пулĕ.Çавăнпа профилактика тĕрĕслевĕсене вăхăтра туни пĕлтерĕшлĕ.

Районти больницăри тухтăрсем патĕнче йышăнура пулас тесен маларах çырăнни меллĕ. Пĕрлехи патшалăх порталĕ урлă харпăр хăй кабинечĕ урлă, участокри тухтăр е ФАПсенчи фельдшерсем патĕнче çырăнма пулать.

Нумайăшĕн диспансеризаци тухма ĕç вăхăтĕнче больницăна çỹреме тивет. Çакна патшалăх енчен тивĕçлипе хаклаççĕ — унта ирттернĕ кунсемшĕн тивĕçлипе тỹлеççĕ. Май пулнипе усă курса çакна та аса илтерер: 40 çула çитмен пациентсен 3 çулта пĕр кун, 40 çултан пуçласа пенси çулне çитичченхи ỹсĕмрисен кашни çул пĕр кун, пенсионерсемпе пенси çулне çитичченхи çынсен çулталăкра икĕ хутчен диспансеризаци тухма тỹлевлĕ кану кунĕ илме ирĕк пур.

Г.УФУКОВА,
районти тĕп больницăри тĕп тухтăрăн çумĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code