Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Тимлĕхе вăйлатмалла

Тимлĕхе вăйлатмалла

Терроризмпа кĕрешесси — тĕнче шайĕнчи çивĕч тема. Раççейĕн тĕрлĕ хулисен шкулĕсенче пулса иртнĕ трагедисене шута илсе профилактика ĕç-хĕлне вăйлатассине тимлĕхрех тытмалла.

Хальхи вăхăтра интернет уçлăхĕнчи хăш-пĕр пĕлтерỹсем суя. Вĕсене «фейк» теççĕ. Чылай çын вуласа суяна ĕненет, чăна çавăрать. Çавăнпа та информацие шанчăклă çăлкуçсенчен анчах илмелле. Тĕрĕс мар, халăха хытах пăлхантаракан хыпар сарнăшăн явап тыттараççĕ. Вăл административлă кăна мар, уголовлă та пулма пултарать. Информаци технологийĕсем тата информацие хỹтĕлесси çинчен калакан федераллă саккуна тỹрлетỹсем кĕртнĕ май, социаллă сетьсенче патшалăх, власть тытăмĕ, этемлĕх тивĕçлĕхĕ пирки киревсĕр сăмахсемпе çыракансене явап тыттараççĕ.

Экстремистсен ушкăнĕсем хăйсен идеологине тĕнчипех сарма тăрăшаççĕ, усал ĕçе яшсемпе хĕрсене те явăçтарма пултараççĕ. Саккуна пĕлменни яваплăхран хăтармасть. Сайтсенче террорла тата экстремистла идеологине саракан информацисемпе усă курасран, вĕсене лайк лартасран е хак парасран асăрханмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code