Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ йĕрке вăя кĕрĕ

Çĕнĕ йĕрке вăя кĕрĕ

Малашне çурт-хваттерсенче пурăнакансем хăйсем вăхăтлăха килте пулман тапхăршăн «çỹп-çап тỹлевне» каялла тавăрма пултарĕç. Çакна çирĕплетсе Раççей Правительствин йышăнăвĕпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерессин йĕркисене улшăнусем кĕртнĕ. Вăл кăçалхи мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа вăя кĕмелле.

Перерасчета отпуска, командировкăна пула е ытти сăлтавпа çурт-хваттерте 5 кунран ытларах тапхăрта пулман çынсене шутласа параççĕ. Çакна валли килтен тухса кайиччен е таврăнсан 30 кун иртиччен управляющи компанине («тỹрĕ килĕшỹ» тунă пулсан — ТКО операторĕ патне) çитмелле. Тỹлеве чакарма заявлени çырмалла, вăхăтлăх пулманнине çирĕплетекен документсене (турпутевкăсене, билетсене т.ыт. те) пĕрле илмелле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code