Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăтам ушкăн — Чайковские

Вăтам ушкăн — Чайковские

Хаçатăн пĕр номерĕнче округри шкул ачисен аслă ушкăнĕ Пушкăртстанри Ишимбай хулинче Раççей шайĕнчи хоккеистсен ăмăртăвне хутшăнасси пирки пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Вĕсен турнирĕ февралĕн 5-12-мĕшĕсенче иртет.

Округ командин вăтам ушкăнĕ (2010-2011 ç. çур.) те çак кунсенче хăйсене çĕршыври ăмăртăва хутшăнма çул уçнă. Сергей Александров, Вадим Иванов, Юрий Рахмуллин тренерсем ертсе пынипе «Чебоксары-Арена» Пăр керменĕнче Вăрнарсене 12:4, Йĕпреçсене 7:0 шутпа çĕнтерсе тивĕçнĕ путевкăна. Командăна спорт инвентарĕ илме 100 пин тенкĕлĕх сертификат панă.

Пĕтĕм Раççейри вăйăсем Пермь крайĕнчи Чайковский хулинче февралĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 6-мĕшĕсенче иртĕç. Халĕччен Елчĕк округĕн историйĕнче пĕр çулта икĕ команда çакнашкал турнира хутшăнни пулман-ха. Ăнăçу хоккеистсене!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code