Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче

Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче

Ял çыннин калаçăвĕнче тăтăш тĕл пулакан, йăлана кĕнĕ çак сăмах çаврăнăшĕ аш-какай, сĕт туса илессине кирлĕ шайра йĕркелесе пырассинче выльăх-чĕрлĕхе пахалăхлă апатпа тăрантарни тĕп вырăн йышăннине çирĕплетет. Иртнĕ эрнекун Елчĕк округĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 2022 çулхи выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи кăтартусене пайăррăн тишкернĕ май шăпах çак ыйту тĕп вырăна тухса тăчĕ те.

Канашлу ахальтен мар «Победа» ООО никĕсĕ çинче иртрĕ. Мĕншĕн тесен выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассине нумай çул тĕллевлĕн йĕркелесе пыракан, çĕнĕлĕхсене алла илессипе пуçарулăхпа палăракан асăннă ял хуçалăх предприятийĕнчен ыттисен те курса вĕренмелли сахал мар. «Победа» ООО выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илессипе районта анчах мар, республикăра та кашни çул малтисен ретĕнче, сĕт сăвассипе вара тăтăшах пĕрремĕш вырăнта пулнине пĕлетпĕр. Производство кăтартăвĕсем кашни çул ỹссе пыраççĕ. Иртнĕ çул, 2021 çулхи 2964 тонна вырăнне, 3460 тонна сĕт туса илнĕ, пĕр ĕнерен сĕт сăвасси (8822 килограмм пулнă) 9747 килограма çитнĕ. 2021 çулхипе танлаштарсан, аш-какай туса илесси те 41,4 процент таран ỹснĕ. Ỹсĕмсен тĕп вăрттăнлăхĕ — выльăх-чĕрлĕхе тулли рационпа тăрантарса усранинче. Фермăри ĕçсене йĕркелесе пырассинче çĕнĕ технологисемпе усă курни те продуктивлăха, чĕр тавар пахалăхне çулсерен ỹстерсе пымалли майсене уçать. Кирлĕ шайри продукци туса илес тесен выльăх-чĕрлĕхе вырăнти условисенче хатĕрленĕ утăпа, сенаж-силоспа умран юличчен тăрантарнисĕр пуçне, кулленхи рациона çирĕплетнĕ чухне хушма апатсемпе усă курассине те шайлашуллă йĕркелесе пымалла. «Победа» ОООра çак йĕркене çирĕп пăхăнаççĕ те. Вĕсем 10 çул ытла ĕнтĕ Киров облаçĕнчи хушма апатсем туса кăларакан ЭкоМакс компанипе килĕштерсе ĕçлеççĕ. Апла пулин те хăш-пĕр чухне ĕне выльăхсене хушма апатсемпе тăрантарассинче технологи тĕлĕшĕнчи тĕрлĕрен ыйтусене ку енĕпе ятарласа ĕçлекен зоотехник-экспертсемпе хутшăнса уçăмлатмалли те сиксе тухма пултарать. Çакна шута илсе хулари зооинженери службин специалисчĕсем виçĕ уйăхра пĕрре ял хуçалăх предприятийĕнче пулса апат хатĕрлессин, унпа выльăхсене тăрантарассин ыйтăвĕсене вырăнти условисене шута илсе тишкереççĕ, тивĕçлĕ сĕнỹ-канашпа пулăшаççĕ. ЭкоМакс специалисчĕсем черетлĕ канашлу ĕçне хутшăнма та хирĕç пулман. Вĕсем ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисемпе, специалисчĕсемпе пĕрле кашни кунхи ĕçри кирлĕ ыйтусене сỹтсе яврĕç.

Округри выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 2022 çулхи пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсемпе ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Волков паллаштарчĕ. Отчетлă тапхăрта пĕтĕм категорири хуçалăхсенче 35420,7 тонна, 2021 çулхипе танлаштарсан, 113 процент е 4000 тонна ытларах, сĕт туса илнĕ. Чи пысăк кăтартăва, малтанах аса илтĕмĕр, «Победа» ООО тунă, 2021 çулхипе танлаштарсан, 495,9 тонна ытларах сĕт туса илнĕ. «Сатурн» ЯХПК — 2-мĕш вырăнта, вĕсен пĕтĕмĕшле кăтартăвĕ 1461 тонна яхăн, 2021 çулхинчен 165, 2 тонна ытларах чĕр тавар туса илнĕ. Пĕр ĕнерен 8115 килограмм сĕт сунă. «Эмметево» ООО вара пĕр ĕнерен сĕт сăвассипе 3-мĕш вырăнта, вĕсен кăтартăвĕ 7704 килогрампа танлашать. Сĕт туса илессипе округри пĕтĕмĕшле кăтартăва çывхартассинче Ленин ячĕллĕ ЯХПК (111,7 процент), Александр Бикулов хресчен (фермер) хуçалăхĕ (105), «Прогресс» АХО (104,1), «Комбайн» ЯХПК (100,9), «Эмметево» ООО (100,8) хăйсен тивĕçлĕ тỹпине хывнă. «Труд» ЯХПКпа «Энтепе» ООО 2021 çулхи шайран чакман.

Сĕт туса илесси сăвăнакан ĕнесен хисепĕнчен те нумай килет. «Победа» ОООра, тĕслĕхрен, иртнĕ çулта кĕтĕве çĕнĕ 20 сăвăнакан ĕне кĕнĕ, «Сатурн» ЯХПКра — 8, Александр Бикулов Х(Ф)Хра — 5. Вĕсенче, хамăр курса ĕненетпĕр, ĕнесен хисепне ỹстернине кура, сăвăм та тивĕçлĕ шайра.

Пĕтĕм категорири хуçалăхсенче пурĕ 2812,4 тонна, 2021 çулхинчен 434,4 тонна сахалрах (87 процент анчах!) аш-какай туса илнĕ. Çав вăхăтрах 2021 çулхипе танлаштарсан аш-какай туса илессине 41,4 процент ỹстерме пултарнă «Победа» ОООна тата производствăна çав вăхăтринчен чакарман «Энтепе» ОООпа «Сатурн» ЯХПКна анчах ỹпкев сăмахĕ лекмерĕ. Мĕншĕн тесен ыттисенче пуринче те производство калăпăшĕ чакнă. Канашлу ĕçне ертсе пынă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый хутшăнмасăр тăма пултараймарĕ.

— Иртнĕ çул нихçанхинчен ытларах тыр-пул пухса кĕртнипе лăпланса ларни тĕрĕс мар пулнă пулĕччĕ. Аш-какай, сĕт туса илесси тĕп ĕç пулса тăмаллине, çав вăхăтрах производствăна тивĕçлипе йĕркелесе пыракансем çулталăк тăршшĕпе укçа-тенкĕллĕ пулма пултарнине, айккинчи çын вĕрентсе каламасăрах, эсир пит аван ăнланма тивĕçлĕ, — терĕ вăл. Ку ыйту тавра калаçнă май Леонард Васильевич чĕр тавар туса илекенсене патшалăх пулăшăвĕпе усă курассинче тỹнтерле, хирĕçле килсе тухма пултаракан хăш-пĕр самантсене те аса илтерчĕ.

Светлана АРХИПОВА.

ШУХĂШ

Галина КРАСНОВА, «Эмметево» ОООри тĕп зоотехник:

— «Победа» ОООри фермăри çĕнĕ витесенче пулса курни, ĕç опычĕпе паллашни вырăнлă пулчĕ.

Ĕнесене ăратлă вăкăрсен вăрлăхĕпе пĕтĕçтернĕрен, вĕсем пурте пĕр пек — килĕшỹллĕ те илемлĕ пулнине куртăмăр. Тата: ỹкерчĕк çинче кăтартнă пек — пурте тап-таса.

Вĕсене апат сĕтелĕпе тăрантарнă тата кăкармасăр усранăран, ĕне пулма хатĕрлекен пăрусен мăйракисене, вĕсем çамрăк чухнех, çунтарса тасатассине йăлана кĕртнĕ. Ку чухне вĕсем пĕр-пĕрне сĕксе çиллисене амантас хăрушлăх та çук.

Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе пĕлсе йĕркеленĕрен чи кĕске вăхăтра -икĕ ĕç кунĕнче траншейăсене 1000 тонна сенаж хывма ĕлкĕреççĕ.Ял хуçалăх предприятийĕ выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче çулран-çул кăтартуллă ĕçлесе пыма пултарнин тĕп вăрттăнлăхĕ те шăпах ĕне выльăха пысăк пахалăха тивĕçекен апатпа тăрантарнинче тесе шутлатăп.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code