Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çур аки умĕн

Çур аки умĕн

Мускавра Пĕтĕм Раççейри агрономсен тата агроинженерсен канашлăвĕ пулса иртнĕ. Унта РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, федераци тата регион власть органĕсен, отрасль пĕрлешĕвĕсен представителĕсем, ял хуçалăх таварне туса илекенсем хутшăннă.

Çĕршыври аграрисем иртнĕ çул тухăçлă тыр-пул пухса кĕртнĕ. Ку тĕлĕшпе 20 регионта рекорд кăтартнă. Çавăн пекех çу культурисем, сахăр кăшманĕ, çĕр улми, пахча çимĕç, улма-çырла çитĕнтересси те ỹснĕ. Кăçалтан пуçласа вара пахча çимĕç тата çĕр улми туса илекенсене, элита вăрлăхпа ĕçлекенсене пулăшма тытăнаççĕ. Çакă федераци проекчĕпе пурнăçланса пырать.

Акмалли лаптăксен шайне кăçал 82,1 пин гектар таран ỹстерме палăртнă. Малашне ял хуçалăхне аталантармалли çул-йĕрсенчен пĕри — селекци сферинче тата вăрлăх туса илес ĕçре тăрăшни, хальхи ăслăлăхри çитĕнỹсемпе ял хуçалăхĕнче усă курасси пулса тăрать. Унта çавăн пекех отрасле кадрсемпе тивĕçтерес, кĕрхи культурăсене мониторинг тăвас, çавăн пекех çур акине хатĕрленес тĕлĕшпе регионсенче штаб йĕркелес ыйтусене хускатнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code