Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăх сĕнĕвĕсене шута илмелле

Халăх сĕнĕвĕсене шута илмелле

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Хальхи вăхăтра округри территори пайĕсенче халăх пухăвĕсене йĕркелеççĕ. Леонард Васильевич вĕсем тивĕçлĕ шайра иртнине, пухусене ертỹлĕх те хастар хутшăннине палăртрĕ. Шăпах çак тĕл пулусенче пуçлăхсен тунă ĕç-хĕле пĕтĕмлетнипе пĕрлех халăх шухăш-сĕнĕвне шута илмеллине, территорисене аталантарас тата хăтлăх кĕртес енĕпе пурнăçламалли пĕрлехи ĕç-хĕле сỹтсе явмаллине каларĕ Л.Левый. Çавăн пекех районти ял хуçалăх предприятийĕсенче иртнĕ çулталăкри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе отчетлă пухусем пыраççĕ.

Февраль уйăхĕ округ шайĕнчи пысăк мероприятисемпе пуян. Чи пĕлтерĕшли — çитес эрнекун Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче савăнăçлă лару-тăрура Раççейри педагогпа наставник, Чăваш Республикинчи Телейлĕ ачалăх çулталăкне уçни. Мероприятие Чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлевăн 175 çулхи юбилейĕпе те çыхăнтарĕç. Февралĕн 14-мĕшĕнче округ администрацийĕн ларусен залĕнче районăн 2022 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене тишкерессипе тата малашнехи тĕллевсене палăртассипе анлă канашлу иртет.

Спортпа массăллă ĕç уйăхлăхĕ спорт ăмăртăвĕсене çул парать.

Леонард Васильевич хăйĕн сăмахĕсенче çул-йĕрсене тивĕçлĕ шайра тытса тăрас ыйтăва çивĕч çĕклерĕ. Тротуарсене те юртан тата пăртан вăхăтра тасатса тăмалли пирки аса илтерчĕ ертỹçĕ.

Округ пуçлăхĕн çумĕ — экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен тата инвестици ĕçĕ-хĕлĕн пайĕн начальникĕ Марина Павлова «Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен тытăмĕнчи 2022 çулхи ĕç итогĕсем çинчен» темăпа тухса калаçрĕ. Марина Николаевна налук шутне кĕмен тупăшсен 5 çăлкуçĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Муниципаллă пурлăхпа тата çĕр участокĕсемпе усă курнинчен Елчĕк районĕн бюджетне 14386 пин тенкĕ пырса кĕнĕ. Ку вăл планпа пăхнин 108 проценчĕ, 2021 çулхипе танлаштарсан 127 процентпа танлашать. Укçа-тенкĕн пысăк пайĕ çĕре арендăна панинчен пырса кĕнĕ — 8669 пин тенкĕ (60 процент). Çĕр участокĕсене сутнинчен — 2289 пин, пурлăха сутнинчен — 2751 пин, пурлăха арендăна панинчен — 476 пин тенкĕ, ытти çăлкуçран 199 пин тенкĕ кĕнĕ. Çĕре арендăна панинчен кĕрекен тупăшсем ỹсни те савăнтарать. Нумай ачаллă çемьесене тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕпе тивĕçтерессипе ĕçлесси тивĕçлĕ шайра. Паянхи кун тĕлне çĕр лаптăкне тỹлевсĕр уйăрма ыйтса çырнă нумай ачаллă 288 çемье шутра тăрать. Ыйтса çырнисенчен 266 çемьене (92 процентне) çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтернĕ. Аслă Таяпа тата Кĕçĕн Таяпа территори пайĕсенче ку ĕçе 100 проценчĕпех пурнăçланă. Леонард Васильевич çемьесен ыйтăвĕсене вăхăта тăсмасăр татса памаллине каларĕ.

Елчĕкри «Мои документы» нумай функциллĕ центр ертỹçи Людмила Викторова иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе отчет туса пачĕ. НФЦра паянхи кун анлă тавра курăмлă 5 специалист тăрăшать, халăх 5 чỹрече урлă тĕрлĕ пулăшу илет. Хальхи вăхăтра кунта патшалăхăн — 124, муниципалитетăн 60 социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăшăвне илме пулать. Пĕлтĕр НФЦ халăха 22634 пулăшупа тивĕçтернĕ. Людмила Николаевна тытăмри улшăнусем, халăха сĕнекен хушма пулăшусемпе сервиссем, тытăмри вăя кĕрекен саккунсем пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Халăха паракан пулăшăвăн тĕсĕсене çĕнетес тата пахалăхлăрах тăвас, ку енĕпе пысăк тăрăшулăхпа ĕçлекенсене палăртас тĕллевпе НФЦ ĕçченĕсем хушшинче тăтăшах конкурссем иртеççĕ, унта ĕçченсем хастар хутшăнса малти вырăнсене тивĕçеççĕ.

Иртнĕ çул ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви аякри ялсенче пурăнакансене дистанци мелĕпе пулăшу памалли программăна пурнăçа кĕртнĕ. Çак проекта вулавăш ĕçченĕсем хастар хутшăннă. Лаш Таяпа тата Тăрăм территори пайĕсенчи вулавăш заведующийĕсем Эльвира Михеевăпа Светлана Михайлова (сăн ỹкерчĕкре) конкурсра палăрса ЧР экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн Тав хутне тивĕçнĕ.

Канашлура ытти çивĕч ыйтусене те пăхса тухрĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code