Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вĕсем Сталинграда хỹтĕленĕ

Вĕсем Сталинграда хỹтĕленĕ

Февралĕн 2-мĕшĕнче Совет çарĕсем нацистла Германи çарĕсене хупăрласа илсе çапса аркатнăранпа 80 çул çитрĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин чи хаяр çапăçăвне Тĕмерте çуралса ỹснĕ пирĕн ентешсем те хутшăннă.

Волгоград облаçĕнчи Городище районĕнчи Кузьмичи ялĕнчи çар çыннисен тăванла масарĕнче пĕр ялтан вăрçа кайнă икĕ салтак яланлăхах канăç тупнă. Иван Ефимович Воробьева (1903-1942) 1941 çул вĕçĕнче çапăçакан çара илнĕ. Пĕр çапăçура сусăрланнă. Пермь хулинчи çар госпиталĕнче сипленнĕ хыççăн 1942 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче запасри полка янă. Унтан Сталинград фронтĕнчи 66-мĕш Армине кĕнĕ 62-мĕш стрелковăй дивизие лекнĕ. Дивизи Атăл çинчи хулара хаяр çапăçусем пынă вăхăтра Городище районĕнче наступление куçма приказ илнĕ. Октябрĕн 20-мĕшĕнче вăл фашистсен позицийĕсене атакăланă. Çак кун Иван Воробьев хĕрлĕ армеец çапăçура вилмеллех аманнă. Ăна Котлубань станцийĕнчен 12 çухрăм хĕвел тухăçнерех вырнаçнă 117,4 паллăллă сăрт çине пытарнă. Вăрçă вĕçленсен çак районти Кузьмичи поселокĕнчи салтаксен тăванла масарне куçарнă. Унăн ывăлĕ Василий Иванович, Иванов хушаматпа çỹренĕскер, вăрçăра «Паттăрлăхшăн» медале икĕ хутчен тивĕçнĕскер, 1945 çулхи мартăн 16-мĕшĕнче Латви çĕрĕ çинче пынă çапăçура пуçне хунă. Халĕ Тĕмерте пурăнакан Раиса Крылова (Воробьева) куккăшĕпе кукашшĕн сăн ỹкерчĕкĕсем упранса юлманнишĕн паянхи кун та хурланать.

Петр Игнатьевич Игнатьев та çак тăрăхра çапăçнă. 66-мĕш Армин салтакĕ 1942 çулхи сентябрĕн 6-мĕшĕнче пĕр çапăçуран тухайман. Ăна та Кузьмичи поселокĕнчи салтаксен масарне пытарнă. Вăл ялти Кăнтăр урамĕнче пурăннă Кузьма Игнатьевăн тетĕшĕ пулнă.

Александр Тимофеев

Александр Ильич Тимофеев (1918-1942) тата Алексей Нестерович Галкин (1921-1972) Хĕрлĕ Çар ретне 1939 çулхи кĕркунне тăнă. Иккĕшĕ те Украинăри Шепетовка хулинче вырнаçнă 20-мĕш танк полкне лекнĕ, танксен механик-водительне вĕреннĕ. Çулталăк ытларах нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçнă. 1942 çулта иккĕшĕ те Сталинград фронтне лекнĕ. Анчах пĕр çапăçура контузи пулнă хыççăн вăрçăччен Патăрьелĕнчи педагогика техникумне пĕтернĕ Алексей Галкин сержанта автобронетанк техникине юсакан 126-мĕш батальонне куçарнă. Çак подразделени йышĕнче вăл вăрçă вĕçленичченех службăра тăнă. 1942 çулта батальон командирĕ ăна «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальпе наградăлама çырнă хут çине вăл 1939 çулта Хĕвел анăç Украинăна ирĕке кăларма тата нимĕç фашисчĕсене хирĕç пынă вăрçа пĕрремĕш кунранах хутшăнни, çапăçура стройран тухнă танксене йывăр лару-тăрура, вăхăта пăхмасăр юсани çинчен çырнă. Каярахпа «Сталинграда хỹтĕленĕшĕн», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ. Вăрçă хыççăн Яманчỹрел, Тĕмер шкулĕсенче учительте, кайран суту-илỹре ĕçленĕ, мăшăрĕпе йышлă ача-пăча çитĕнтернĕ.

Алексей Галкин

Унпа пĕрле службăра пулнă Александр Тимофеевăн пурнăçĕ синкерлĕ килсе тухнă. Вăл вăрçă хирĕнчен те тухайман, ăна мăшăрланса ача-пăча ỹстерме те шăпа пỹрмен. 20 çул каялла куккан çарти кун-çулне тĕпчесе Елчĕк районĕнчи çар комиссариатĕнчи документсемпе паллашма тỹр килчĕ. Ун чухне çар комиссариатĕнчи пĕр пысăк пỹлĕмре вăрçă вăхăтĕнчи тата каярахри документсем сентри-сентрипе упранатчĕç. Çавăнпа Александр Тимофеев танкист çинчен нумай пĕлме май килчĕ. Санькка куккана 1939 çулхи октябрĕн 23-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çара илнĕ. Польша чиккинчи Шепетовка хулинче тăнă 20-мĕш танк полкĕнче механик-водителе вĕренсе тухнă. 1941 çулта ытти салтаксем пекех тăшман вăйлă тапăнса пынипе каялла чакса пынă. Пурнăçăн юлашки кунĕчченех 121-мĕш уйрăм танк бригадинче çапăçнă. Бригада Р.Малиновский генерал-лейтенант ертсе пынă 66-мĕш Армин йышне кĕнĕ. Октябрĕн 20-мĕшĕнче вăл Городище районĕнчи 130,7 паллăллă тỹпемре оборона тытнă. Бригада командованийĕ йăмăкĕ — Нина Тимофеева патне янă çырура А.Тимофеев аслă сержант çак çапăçура вилни, ăна Сталинград облаçĕнчи Городище районĕнчи «Челюскинцы» совхоз территорийĕнче пытарни çинчен çырса пĕлтернĕ. Вăрçă вăхăтĕнче салтак çапăçура вилни е хыпарсăр çухални çинчен районти çар комиссариатне çыру-извещени янă. Çар комиссариатĕнче унăн копине хатĕрлесе салтак çемйине пĕлтернĕ. Çакнашкал çырусен оригиналĕсем, ытти документсем районтах упраннă. 2019-2020 çулсенче «Тĕмер ялĕн салтакĕсем» кĕнеке хатĕрленĕ май Комсомольскинчи çар комиссариатне çитрĕм. Темиçе çул маларах Елчĕкри çар комиссариатне кỹршĕсемпе пĕрлештернĕрен пĕтĕм архива унта куçарни пирки илтнĕччĕ. Анчах Комсомольскинче вăрçă хыççăн çырса хатĕрленĕ 1939-1950-мĕш çулсенче çара илнĕ салтаксен тата ытти хăш-пĕр документсемсĕр пуçне урăх нимĕн те пулмарĕ. Документсем ăçта кайса кĕнине никам та татса калаймарĕ. Тăван çинчен «Память народа» порталта шырарăм. 121-мĕш танк бригадин командованийĕ 1942 çулхи октябрĕн 30-мĕшĕнче СССР Оборона Халăх Комиссариачĕ çумĕнчи çар çыннисен çухатăвĕсене шута илсе пыракан бюро начальникĕ тата 66-мĕш Арми штабĕн комплектовани пайĕн начальникĕ патне янă донесенире танк бригади октябрĕн 20-30-мĕшĕсенче вилнĕ тата хыпарсăр çухалнă кĕçĕн командирсемпе салтаксен списокĕ куç тĕлне пулчĕ. Унта çакăн пек йĕркесем çырăннă: «Тимофеев Александр Ильич, механик-водитель танка Т-60, старший сержант, место рождения — Чув. АССР, Зяльчукский район, с. Ново-Чунчурино, убит 20.10.1942 г., где похоронен: остался на поле боя в танке на высоте130.7». «Память народа» порталтах 121-мĕш танк полкĕн çар журналĕнче çак кун бригада каялла чакни çинчен çырса хăварнă. Апла пулсан танк ăшĕнче çунса кĕлленнĕ танкистсене тирпейлесе пытарайман….

Т-60 çăмăл танксене 1941 çул вĕçĕнче Горький хулинче кăларма тытăннă. Çав çул Хĕрлĕ Çар ытти çар техникипе пĕрлех танксем нумай çухатнă. Пехотăна çапăçу хирĕнче хỹтĕлеме çỹхе броньăллă, пĕчĕк калибрлă тупă вырнаçтарнă çак танка кăларассине завод 3 эрнере йĕркелесе янă. Бензинпа ĕçлекен, автомобиль двигателĕ вырнаçтарнă çăмăл танка пысăк калибрлă пулемет та персе шăтарма пултарнă, снаряд пырса тивсен ăна вут хыпса илнĕ. Çавăнпах танк командирĕпе механик-водительтен тăракан танк экипажне салтаксем «Братская могила-2» ят панă.

Василий Егорович Казаков (1921-1942) ялти ватă çынсен асĕнче Сăрнай Ваççи ятпа юлнă. Çара ăна 1942 çулхи март уйăхĕнче илнĕ. «Память народа» сайт-порталта çырнă тăрăх вăл та 66-мĕш Армине кĕнĕ 84-мĕш стрелковăй дивизин 31-мĕш полкĕн йышĕнче Сталинград патĕнче çапăçнă. 1942 çулхи октябрь уйăхĕнче хыпарсăр çухалнă.

Леонид Петрович Нестеров (1907-1942) колхозсем тăвиччен ялта арман тытнă Петр Нестерович Нестеров ывăлĕ пулнă. 1930 çулхи мартăн 19-мĕшĕнче «Особая тройка» йышăнăвĕпе П.Нестерова 3 çула тĕрмене хупнă. Тепĕр çулхи июль уйăхĕнче Л.Нестерова, мăшăрне тата виçĕ хĕрне, тепĕр арман хуçи пулнă Иван Александров çемйипе пĕрле Свердловск облаçне ссылкăна янă. Темиçе çултан каялла таврăннă. Ашшĕ-амăшĕпе, хăйĕн çемйипе, тăванĕсемпе Канашра тĕпленсе пурăннă.

Л.Нестеров фронтра водитель пулнă. Сталинград патĕнче Паулюс фельдмаршалăн 6-мĕш çарне Дон фрончĕн 1-мĕш гварди танк корпусĕн йышĕнче хупăрласа илме хутшăннă. Сталинград облаçĕнче Дон çинчи Калач хули патĕнче декабрĕн 9-мĕшĕнче пуçне хунă.

Георгий Васильевич Козлов (1923-1942) 1942 çулхи сентябрь уйăхĕнче хыпарсăр çухалнисен шутĕнче тăрать. Çакна Елчĕк районĕнчи çар комиссариачĕ 1946 çулхи август уйăхĕнче СССР Оборона министерствине хыпарсăр çухалнă салтаксем çинчен ярса панă донесенире çирĕплетнĕ. Тăванĕсем каласа хăварнă тăрăх, Г.Козлов салтак 1942 çулхи сентябрь уйăхĕнче Атăл урлă Сталинград хулине каçнă чухне тăшман вăйлă персе тăнă вăхăтра вилнĕ.

Илларион Никитович Козлова (1905-1974) çара 1941 çулта илнĕ. Сталинград патĕнчи çапăçура аманнă. Сывалнă хыççăн 60-мĕш Армин 112-мĕш дивизийĕн 416-мĕш полкĕн артиллери батарейи йышĕнче çапăçнă. 1943 çулта ăна «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă. Каярахпа пехотăна куçарнă. 1944 çулхи январĕн 30-мĕшĕнче Новгород-Волынск патĕнче сылтăм аллине снаряд ванчăкĕ татса кайнă. Çапăçура паттăрлăх кăтартнăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ.

Осип Никитович Никитина (1902-1952) çара Мускав хулинчи Пролетарски районăн çар комиссариачĕ вăрçă пуçлансанах илнĕ. 196-мĕш стрелковăй дивизин 884-мĕш полкĕн рядовойĕ Сталинграда хỹтĕленĕ, 1943 çул пуçламăшĕнче вĕсен дивизине Ленинград патне куçарнă. Соединени Нева хĕрринчи Синявино плацдармри хаяр çапăçусене хутшăннă. Пирĕн ентеш унтан сывă тухнă. Вăрçă хыççăн Пермь хулинче пурăннă.

Николай АЛЕКСЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code