Вторник, 23 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Экстремистшăн çул çук

Экстремистшăн çул çук

Улатăр район сучĕ тăватă çынна РФ Уголовнăй Кодексĕн 282.2 статйипе (экстремистла организаци ĕçне йĕркелени) айăпланă.

Суд тенкелĕ çине «Иегова свидетелĕсем» сектăра тăнă икĕ арçынпа икĕ хĕрарăм ларнă. Вĕсем çак тĕн ушкăнĕн тĕл пулăвĕсене ирттернĕ, хваттерсенче вăрттăн пухăнса вĕренỹ йĕркеленĕ, деструктивлă шухăшсем сарнă, çынсенчен укçа-тенкĕ пухнă, хăйсен сереписене лекнисене çемйисемпе тата тăванĕсемпе çыхăнăва татма хистенĕ. Йĕркене пăснисенчен иккĕшне 3 çуллăх тĕрĕслев вăхăчĕ палăртса условнăй майпа 6 çуллăха ирĕксĕр хăварнă, иккĕшне 80 пин тенкĕлĕх штрафланă.

Палăртса хăварар, Раççей Федерацийĕн Аслă сучĕ 2017 çулта «Иегова свидетелĕсен Раççейри управленийĕн центрĕн» ĕçне экстремистла тесе хакланă, ăна çĕршывра ĕçлеме чарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code