Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Пĕтĕм енĕпе маттур

Пĕтĕм енĕпе маттур

Вĕренỹре, спортра, ăслăлăхра, обществăлла ĕçсенче пысăк çитĕнỹсемпе палăрнă çамрăксене çулленех Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендийĕпе хавхалантараççĕ. Кăçал Елчĕкри вăтам шкулти 13 вĕренекен тивĕçнĕ çак чыса.

11 класра пĕлỹ илекен Лилия Ильина вара стипендиатсен йышне иккĕмĕш хут кĕчĕ. Вăл «5» паллăпа çеç вĕренет, предмет олимпиадисенче, тĕрлĕ конкурссенче палăрать. Ку вĕренỹ çулĕнче, акă, округ шайĕнче чăваш чĕлхипе литература тата технологи предмечĕсемпе призер пулса тăнă. Шкул, район чысне регионта пĕр хутчен мар хỹтĕленĕ. Çав шутра Шупашкарта биологипе иртнĕ «Занимательная физиология» конкурсра 3-мĕш пулни те хĕпĕртемелĕх сăлтав. Пултаруллă хĕр ача паянхипе кăна лăпланса ларакан йышши мар — ялан çĕнĕлĕх анине уçăмлатать. Кĕнекесем вулама, энциклопедисене тишкерме юратать.

— Класс, шкул тулашĕнчи ĕçсенчен нихăçан та айккинче тăрса юлмасть, — тет ун пирки класс ертỹçи Надежда Кушманова. — Пур хушăва та тулли кăмăлтан пурнăçлать, чĕре витĕр кăларать, тĕрлĕ сĕнỹсем парса ыттисене те хавхалантарса пырать.

Лилиян пултарулăх «кутамкки» самаях пысăк. Пăхмасăр сăвă калама питĕ юратать вăл. Ку енĕпе пĕр-пĕр конкурс иртессине пĕлсен хаваспах хутшăнать, хăйне сцена çинче артист пекех тытать. Ăслăлăхпа практика конференцийĕсем те унсăр иртмеççĕ. Шкулти историпе тăван тавралăх музейĕнче те унпа çыхăнман ĕç çук. «Чăвашлăх тĕпелĕ» ăна уйрăмах çывăх: кунта ачасемпе уçă калаçу пуçарать.

Л.Ильина нумаях пулмасть «Артека» кайса килчĕ. Мĕн пур енĕпе тăрăшуллă та маттур пулнăран тивĕçнĕ вăл çак чыса.

Ольга КУЗЬМИНА,
директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code